Утатпăр малалла
Юрламасть сар кайăк,Авăтмасть куккук.Чунăмра ман тунсăх,Савăнăç тек çук. Хăвăрт шуса иртрĕç,Яшлăхри кунсем.Ас илỹ хăварчĕç,Ытарми кунсем. Тĕл пулу шыратпăр,Хамăр туссемпе.Шăнкăрав яратпăрПĕлĕш-тĕрĕше. Сассине илтсессĕнХĕпĕртет ман чун."Вăл тек çук", - тесессĕнТĕксĕмленчĕ кун. Çухалса пыратпăрÇĕр çинчен куллен.Малалла утатпăрПур пĕрех хуллен. Зинаида ПОРТНОВА.
Подробнее
