Вĕренме чĕнеççĕ
Кадрсене хатĕрлес енĕпе тимлекен "Работа России" центр ĕçсĕр çынсене вĕрентес тĕллевпе ушкăн пухассине пĕлтерет. Кунта 4-мĕш разрядлă хуралçăн, делопроизводство, программăпа йĕркелесе пыракан станоксен операторĕн, 1С программăпа ĕçлекенĕн специальноçĕсене алла илме май пулĕ. Тĕплĕнрех Елчĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центра 8 (83549) 2-51-67 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Е.ЖУКОВА.
Подробнее
