Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав уçă ирттĕр

Суйлав уçă ирттĕр

Чăваш Республикин Общество палати малашне республикăри Тĕп суйлав комиссийĕпе çыхăнса ĕçлĕ.

Çакăн пирки калакан килĕшĕве Общество палатин тата Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем Алексей Судленков тата Александр Цветков алă пуснă.

Мероприятие уçнă май А.Судленков 2018 çулхи чи паллă пулăм — Раççей Президенчĕн суйлавĕ — çывхарса пынине палăртнă. «Пирĕн тĕллев — çак суйлав уçă иртессине тивĕçтересси, унта граждансем хастар хутшăнччăр тени», — пĕлтернĕ вăл Общество палати общество хастарĕсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшма хатĕррине çирĕплетсе. Александр Цветков çитес суйлава ирттерессин хăйне евĕрлĕхĕсем пирки каласа кăтартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code