Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтлăха çÿреме чараççĕ

Вăхăтлăха çÿреме чараççĕ

2018 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пирĕн республикăри регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсем хушшинчи пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе йывăр тиевлĕ транспорт хатĕрĕсемпе виçерен ытларах груз турттарма вăхăтлăха чараççĕ.

Виçерен ытларах йывăрăш калăпăшĕ, транспорт хатĕрĕ мĕнле пулнине кура, 3 тоннăран пуçласа 6 тонна таран шутланать.

Грузсене урăх çĕршывсене илсе каякан, пассажирсене илсе çÿрекен, апат-çимĕç продукчĕсем, выльăх-чĕрлĕх апачĕ, эмел препарачĕсем, топливо ?бензин, хутмалли мазут, дизель топливи, карап, реактивлă двигательсен топливи/, вăрлăх, удобрени, почта япалисем, çавăн пекех Таможня союзĕн техника регламенчĕпе палăртнă сĕрмелли çусем, ятарлă шĕвексем, çут çанталăк кÿнĕ инкек-синкек пулнă вырăна кирлĕ таварсем турттаракан, çул-йĕр çинче юсав ĕçĕсем тунă çĕре строительство материалĕсемпе техника илсе çÿрекен, ĕç тăвакан федераллă органсен саккунпа килĕшÿллĕн палăртнă çар службин транспорт хатĕрĕсем çуркуннехи тапхăрта та вăхăтлăха чарнă çулсем тăрăх иртсе çÿреме пултараççĕ.

Транспорт хатĕрĕсен виçерен ытларах груз турттарса кайма ирĕк панине çирĕплетекен документ пулмалла.

Çак тапхăрта регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автоçулсем тăрăх çÿренĕ чухне сиен кÿнĕ транспорт хатĕрĕсенчен укçа-тенкĕ шыраса илессине Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсем управленийĕ» хысна учрежденийĕ пурнăçлать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code