Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Çурхи кросс ăмăртăва чĕнет

Çурхи кросс ăмăртăва чĕнет

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 13-мĕшĕнче Елчĕкри «пасар — халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 40-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Çавăн пекех атлетсен çурхи кросĕ Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн – СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен 80-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăрту участникĕсем
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем хутшăнаççĕ.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2007 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2005-2006 çулсенче çуралнă хĕрачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра, 5 ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 10 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 14 результат, предприятисемпе организацисен тата ял тăрăхĕсен ушкăнĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен /пĕрер/ результачĕсем кĕреççĕ.

Командăсемпе участниксене чыслани

Мала тухнă командăсене куçса çÿрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене «Елчĕк ен» хаçата 2018 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн /енчен те кашни дистанцие 4-шар атлетран кая мар хутшăнсан/ тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксен ?хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула/, дистанцине палăртнă заявкăсене 9 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code