Среда, Август 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисепе тивĕçлисем

Хисепе тивĕçлисем

Районта 7600 пенсионер пурăнать.

Вĕсенчен 219-шĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче ватлăх кунĕсене ирттереççĕ. Нумайăшĕ республикипе палăрнă «Победа» колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ялта пурăнакансен 60 проценчĕ пенсионерсем. Хальхи вăхăтра халăхăн пурнăç условийĕсем лайăхланни ватăсен кун-çулне тăсма пулăшни куç кĕретех. Вут-шанкă, çĕр кăмрăкĕ-брикет тупса хатĕрлесси манăçа тухрĕç, пусă умне тухса шыв ăснисем, таса мар шыва урама тăкнисем иртнĕ кунсенче тăрса юлчĕç.

Эпир ача чухне 40-50 çулхи çынсем питĕ ватă пек туйăнатчĕç. 80 çула çитме пултаракан çын шучĕ питĕ сахалччĕ. Танлаштару таблицине тунă май пирĕн ялта халĕ 50-60 çулхи çынсем, пенсие тухнисем, 20 çын, 60-70 çулхисем – 86, 70-80 çулхисем – 54, 80-90 çулхисем – 55, 90 çултан иртнисем вара тăваттăн, вĕсенчен пĕри 95 çул тултарнă.

Ватăсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Уйăхсерен вăхăтлă пенси укçи парса тăни пурăнма май туса парать. 80 çултан иртнисене пенсие хăпартса пани пурнăç шайне лайăх тытса пыма май парать. Вăхăтĕнче çанă тавăрса ырми-канми ĕçленĕ пенсионерсем кану, отпуск мĕнне те пĕлмен. Шута илме манар мар – çак çынсемех çемье йĕркелесе 7-8 ача çуратса ÿстернĕ, амăшĕсем хăйсен аллипех ачисем валли тĕрлĕ çи-пуç, тумтир çĕленĕ, алса-нускине çыхнă, ывăл-хĕрĕсене ĕçчен те сăпайлă пулма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ. Çемьере кашнине валли, ача çулне кура, ĕç тупăннă. Атте-аннене хирĕç ачасем çăвар та уçман. Мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне хутшăннă. Вăрçă хыççăнхи ачасем те ачалăха кураймасăрах ĕçре çын пулса çитĕннĕ. Паянхи кун вĕсем те тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăру çыннисем шутне кĕчĕç ĕнтĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне ятарлă паллă туни те тивĕçлĕ канăва тухнисене хисепе хумаллине палăртать. Çÿçĕсем шуралнă, чунĕсемпе çамрăк, ĕçре пиçĕхнĕ мучисемпе кинемисене яланах тимлĕх уйăрма тăрăшар. Çулталăкра пĕрре килекен уява тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярар. Пирĕн çумра пурăнакан пĕр ватă та уяв ăшшине туймасăр ан юлтăр, ăшă сăмах пурин патне те çиттĕр.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code