Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен нумай ят-сума тивĕçнĕ

Чăваш Ен нумай ят-сума тивĕçнĕ

Мускавра юпа уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче кăçалхипе çирĕммĕш хут ĕçленĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне – 2018» агропромышленность куравĕнчен Чăваш Ен нумай наградăпа таврăннă.

Курава РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев уçнă. Агропромăн 24 представительне награда парса хавхалантарнă, экспозицисемпе паллашнă.

ВДНХ комплексне ял хуçалăх техникипе оборудованине хамăр çĕршыври тата тулашри 70 ытла завод илсе пынă. Чăваш Ен чысне 20-е яхăн предприяти хÿтĕленĕ. Делегацие Мускава ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă. Республикăри предприятисем куравран 48 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 бронза медальпе тата 2 Тав хучĕпе таврăннă. ЧР Министрсен Кабинетне «Курава аталантарма тÿпе хывнăшăн» гран-припе наградăланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code