Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул ачисене – тÿлевлĕ ĕç

Шкул ачисене – тÿлевлĕ ĕç

Кăçал республикăри 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтра ĕçе вырнаçтарма 7 миллион тенкĕ уйăрнă.

Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне илсен, çул çитмен 14,5 пин çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Çапла майпа вĕсем шкулта вĕреннипе пĕрлех укçа ĕçлесе илме те пултарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем те 850-1275-шер тенкĕ уйăраççĕ.

Çул çитменнисем шкулсене, спорт площадкисене, ял-хулана хăтлăх кĕртме хутшăнаççĕ, ял хуçалăх производствинче, промышленность предприятийĕсенче тăрăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code