Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Культура > Çăкăр шăршиллĕ алăсене – мухтав!

Çăкăр шăршиллĕ алăсене – мухтав!

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ял хуçалăхĕпе промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕ пулса иртнĕ. Елчĕк районĕн сумлă делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Пирĕн районти тыр-пул ăстисем хăйсен тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕпе çак çулсенче республикăри аграрисен умĕнче çĕнсе илнĕ ят-сума кăçалхи çăмăл мар ял хуçалăх çулталăкĕнче те тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарни, чăннипех, савăнтарать, хавхалантарать те. Республикăра пĕтĕмпе пухса кĕртнĕ 628,2 пин тонна тĕш тыррăн 59,3 пин тонни Елчĕк районĕн тÿпи! Унсăр пуçне, республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, эпир ÿсен-тăран культурисене пысăк лаптăкра акса çитĕнтернипе те палăрса тăратпăр. Кăçал та ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 43 пин гектар ытла пулнă, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 21591 гектар йышăннă. Чăваш Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов докладра çакăн пирки уйрăммăн палăртса каланă. «АСК-Яльчики» ООО та /ĕç тăвакан директорĕ – Юрий Галкин/ пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума алăран вĕçертмест. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хушшинче çĕр улми туса илессипе сарăлнă ăмăртура хальхинче те вĕсем малтисен ретĕнче, II степень Диплома тата укçан премие тивĕçнĕ.

Елчĕк районĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарнипе те республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетни те çакна çирĕплетсе панă. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тухăçлă йĕркелесе пыракан «Победа» ООО /директорĕ – Николай Головин/ кăçал та малтисен шутĕнче. Отчетлă тапхăрта кунта пурĕ 1354 центнер аш-какай, 16668 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен сĕт сунин кăтартăвĕ 6105 килогрампа танлашнă. «Победа» ОООна та – II степень диплом тата укçан преми.

Уйрăм ĕçченсен чыславĕ те савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă иртнĕ. Пархатарлă ĕçре палăрнисен йышĕнче «Энтепе» ООО директорĕ Андрей Васильев пулнине пĕлсен те савăнтăмăр. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Хаклав

Н.ГОЛОВИН, «Победа» ООО директорĕ:

– Çитĕнÿсем ытахальлĕн килменнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Республика шайĕнче пысăк хисепе тивĕçни, ял хуçалăх предприятийĕнчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пынин тĕп вăрттăнлăхĕ ферма коллективĕнче вăй хуракансем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пынинче тесе шутлатăп. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн район, республика ертÿлĕхне ял хуçалăх предприятийĕнчи пур ĕçчен ячĕпе – пысăк тав.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕр ĕнерен 8000 килограмм сĕт сума тĕллев илнине те ĕçпе çирĕплетсе пама шантаратпăр.

А.ВАСИЛЬЕВ, «Энтепе» ООО директорĕ:

– Çакăн пек пысăк ушкăнри пĕлтерĕшлĕ уявра Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чыс туни маншăн питех те сумлă пулчĕ. Çак чыса малашнехи ĕçпе çирĕплетсе памаллине, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлармаллине лайăх ăнланатăп.

Май пулнипе усă курса «Энтепе» ОООри тыр-пул ăстисемпе ферма ĕçченĕсене ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен професси уявĕ ячĕпе саламлама ирĕк парсамăр!

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code