Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртура çĕнтернĕ

Ăмăртура çĕнтернĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2018 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Вăл куçса çÿрекен ялава тата диплом илме тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 38,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

2. Çĕр улми туса илессипе сарăлнă ăмăртура «АСК-Яльчики» ООО мала тухнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче 196 гектар лаптăкран кашни гектар пуçне 285,8 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

3. Ял хуçалăх производствинче ăнăçлă ĕçленĕшĕн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Александр Тимофеевич МАРКОВА, «Яманчурино» ОООри механизатора. Вăл «АГРОС-585» йышши комбайнпа 11730 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăл «2018 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.

Александр Владимирович БАСКАКОВА, «Энтепе» ОООри комбайнера. Вăл «ДОН-680» йышши комбайнпа 9380 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ.

Георгий Валерьевич ПАРАМОНОВА, «АСК-Яльчики» ОООри комбайнера. Вăл «AURShirit» йышши комбайнпа 36380 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

Юрий Сергеевич КОМИССАРОВА, «Яманчурино» ОООри водителе. Вăл «Камаз-5320» йышши автомашинăпа 16200 тонна-çухрăм ял хуçалăх таварĕсене турттарнă.

Владимир Владимирович КУКУРУЗОВА, «Сатурн» ЯХПКри механизатора. Вăл «МТЗ-1221» йышши тракторпа 2830 условлă эталон гектар ĕç пурнăçланă, çав шутран 750 гектар кĕрхи çĕртме тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code