Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă Елчĕк хĕрĕ – «Тăван» пĕрлешÿре

Аслă Елчĕк хĕрĕ – «Тăван» пĕрлешÿре

Тюмень облаçĕнче чăвашсен «Тăван» обществăлла ассоциацийĕ иртнĕ çул 25 çул тултарнине паллă тунă.

Ĕçчен те харсăр чăвашсем çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те хăйсен ятне çÿле çĕклеççĕ. Пĕр наци çыннисем тăван тăрăхран инçетре пулсан та пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнасчĕ, хамăрăн йăла-йĕркене, культурăна, чĕлхене республика тулашĕнче те упраса хăварасчĕ, йăх-тымар несĕлне ачасемпе мăнуксене вĕрентесчĕ тесе ăнтăлаççĕ. Пĕр чăмăрта пурăнма, чăвашлăха упрама вара вырăнта пĕрлешÿсем йĕркелени пулăшать те.

«Тăван» пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе сумлă юбилей çитнĕ май Тюменьри чăвашсем курăмлă ĕçсем тунипе палăрнă, асра юлмалли тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçусене Екатеринбург, Челябинск, Чăваш Ен хăнисемпе пĕрле ытти халăх çыннисем те активлă хутшăннă. Чăваш культурин кунĕсенче, калăпăр, ал ĕçĕсен куравне ирттересси, юрă-ташă ăстисене тупса вĕсен ăсталăхĕпе ытти халăх çыннисене паллаштарасси ырă йăлана кĕнĕ. Тăван тăрăхран инçетре пурăнсан чăваш тĕрри, апат-çимĕçĕ, тумĕ чуна çывăххине тата лайăх ăнланатăн. Тюмень чăвашĕсем регионсем хушшинчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, Сурхури, Çăварни, Мăнкун, Акатуй, «Кĕр сăри» уявсене çÿлти шайра ирттереççĕ.

Кирек мĕнле уявра та кĕрекене йыхравлакансем – кил хуçипе арăмĕ. Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Александра Уркина /Патшина/ шăпах Тюменьти чăвашсем йĕркелекен уявсен кил хуçи арăмĕн сăнарне калăплать. Тараватлăхĕпе, чун пуянлăхĕ пысăк пулнипе, чăвашла илемлĕ калаçнипе палăрса тăрать унта Александра Алексеевна.

– Пирĕн çемье пысăк пулнă. 11 ачаран эпĕ çиччĕмĕш çитĕннĕ. Астăватăп, мĕн пĕчĕкрен эпир ялта туй пулсан ăна курма кайнă. Качча каякан хĕрĕн туприне пăхас тесе чÿречерен тинкереттĕмĕр. Ăста алăллă хĕрĕн тĕрри-çакки тем чухлĕччĕ, вĕсене выставкăри пек çакса хуратчĕç, – аса илет ачалăха вăл.

1961 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче çуралнă Александра шкул пĕтерсен Ленин ячĕллĕ колхозра, унтан Шупашкарти «Чăвашкабель» заводра ĕçленĕ. Ачаран юрă-кĕвĕрен аякра тăман пике. Çавăнпах Свердловскри П.И.Чайковский ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта ăна пĕтернĕ. Çемье çавăрнă. Пĕрремĕш ачине çуратсан ентешсем Тюмень облаçĕнчи Аромашевск районне пурăнма куçнă. Хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупăнманран ÿркенмен чăваш хĕрарăмĕ вырăнти совхозра дояркăра вăй хунă. Вăхăт иртнĕ май совхоз саланнă. Тăрăшуллă хĕрарăм хуçăлса ÿкмен, ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшнă, хăйĕн тавра курăмне ÿстернĕ. Шупашкарти вокалпа хореографи курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна районти культура çуртĕнчен шăнкăравланă, ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ. Çанă тавăрса тăрăшнă юратнă профессипе вăл. Часах хăйсем пурăнакан ялта чăвашсен ансамбльне йĕркелесе янă. Аслисемпе ачасен пултарулăх ушкăнĕсемпе вăл тĕрлĕ çĕре концертсемпе çÿренĕ, Тюмень хулинче те пĕрре мар хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вăл çеç-и, ял уявĕсем йĕркелесе яма мехел çитернĕ. Ял çыннисем пулăшнипе чăваш культурин музейне уçнă. Кăшт вăхăт иртсенех чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн активлă членĕ пулса тăнă. Паян та ырă сĕнÿ-канашсемпе пулăшать вăл, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать.

2010 çулта Уркинсен çемйи Горьковка ялне пурăнма куçнă. Кунта та пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлмен Аслă Елчĕк хĕрĕ хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă. Ăшă чунлă, яланах пит-куçĕнче ылтăн шевле вылякан хĕрарăма çак тăрăхра хисеплеççĕ. Ырă ята вăл уçă чун-чĕреллĕ, ĕçшĕн çунса тăнипе çĕнсе илнĕ.

Александра Алексеевнăн Тюмень тăрăхĕнче чăваш культурине аталантарнăшăн панă грамотăсем чылай. Вăл «Туслăх кĕперĕ», «Акатуй», «Кĕр сăри» облаçри наци фестивалĕсен дипломанчĕ.

Тюмень облаçĕнче «Национальные культуры региона» наукăпа методика тата репертуарпа информаци альманахĕ тухса тăрать. Шăпах пирĕн ентешĕн ĕç-хĕлĕпе унта паллашма тÿр килчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code