Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мастер-класс иртнĕ

Мастер-класс иртнĕ

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ иртрĕ.

Унта эпир те, районти историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем, хутшăнтăмăр. Фойере ачасемпе пусма татăкĕсенчен пукане тума вĕрентекен мастер-класс йĕркелерĕмĕр. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем хăйсен аллипе ăсталанă пуканесемшĕн питĕ савăнчĕç. С.Голубева заведующи ачасене пуканесен пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ.

«Чĕрĕ» урок хыççăн хăнасене пылак апат-çимĕçпе парнесем парса хавхалантартăмăр. Вĕсене туянма Сăрьелĕнче пурăнакан Р.Харисов ĕç ветеранĕ пулăшрĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code