Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Спектакль – тÿлевсĕр

Спектакль – тÿлевсĕр

Театр çулталăкне халалласа Раççейри культура центрĕ йĕркеленипе мартăн 25-29-мĕшĕсенче пĕтĕм çĕршыв шайĕнче «Культурный минимум» акци иртет.

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕпе çыхăннă мероприятисем пуян та анлă пулĕç. Çак тапхăрта республикăра пурăнакансен кашни театртах тÿлевсĕр спектакльсем курма, экскурсисемпе куравсенче пулма, театр ĕçченĕсемпе йĕркелекен тĕл пулусене хутшăнма май пулĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ мартăн 26-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра куракансене «Чăн телей юратура» ?Александр Пăртта/ спектакле йыхравлать. Çамрăксен пурнăçне туллин çутатакан комедире паянхи пурнăçăн ырă тата киревсĕр пулăмĕсене яр уççăн çутатнă. Спектакльти тĕп геройсем – Светланăпа Юра – пурнăçăн тĕрлĕ пăрăнăçĕсенче тĕрĕсленсе юлашкинчен пĕрлех юлаççĕ.

В.ТИКУШЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code