Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

Нумай ачаллă çемьесем тимлĕхре

Районта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем параççĕ.

Çак документ вĕсене культура учрежденийĕсемпе физкультурăпа спорт организацийĕсене, кану паркĕсемпе выставкăсене çăмăллăхлă условисемпе çÿреме май парать. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра 117 çемье удостоверени илес тесе заявлени çырнă. Вĕсенчен 62-шне документсене савăнăçлă лару-тăрура панă.

 

«Ют чĕлхе – культура диалогĕ»

ятлă регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцине хутшăннă районти пултаруллă шкул ачисем.

Тутарстанри Пăва хулинче иртнĕ ăслăлăх конференцийĕнче Елчĕкри 7-мĕш класри Лилия Ильина, Аслă Елчĕкри 8-мĕш класри Анна Лалаянпа София Чернова, Кивĕ Эйпеçри 6-мĕш класри Анна Головина , 9-мĕш класри Анастасия Сусметова тĕрлĕ секцисенче хăйсен ĕçне вуласа пĕрремĕш-иккĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Шкул ачисене тĕпчев ĕçĕсем çырма Е.Петрова, М.Чернова, Р.Федорова учительсем хавхалантарнă.

 

Вăрăм ĕмĕрлисем

Районта нумай çул пурăнакансен йышĕ ÿссех пырать.

Çак кунсенче Çуткÿлти Лидия Семеновăпа Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи Ольга Овчинникова 90 çулхи юбилейĕсене паллă тунă. Черетлĕ çуралнă кунĕсемпе вĕсене вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ачисемпе тăванĕсем саламланă. Тыл ветеранĕсем Раççей Президенчĕн салам открыткине ăшшăн йышăннă.

 

Пуçаруллисен алли çăмăл пултăр

Республикăри «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне район çыннисем хăйĕн пысăк тÿпине хывма пуçланă.

Хальлĕхе Елчĕксем пухмача 14 пин тенкĕ куçарнă. Пуçаруллисем – Аслă Елчĕкри Марина Смолина, Валерий Изратов уйрăм предприниматель, «Эмметево» ООО ертÿçи Юрий Лапшин тата «Сатурн», «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕсен председателĕсем Юрий Викентьевпа Юрий Мясников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code