Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Михаил Анисимов наци проекчĕсене çутатасси çинчен

Михаил Анисимов наци проекчĕсене çутатасси çинчен

Апрелĕн 12-13 мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Реализация национальных проектов на территории Чувашской Республики» форум ĕçлерĕ.

Çавра сĕтел тавра Чăваш Енри ĕç тăвакан власть органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем пухăннă. Форума регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă. Вăл пухăннисене сÿтсе явма палăртнă темăсемпе уçă калаçăва хутшăнма чĕнсе каланă, наци проекчĕсем тата вĕсене пахалăхлă пурнăçлани пĕлтерĕшлине палăртнă.

Наци проекчĕсене çутатса тăрасси çинчен пухăннисене Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов каласа панă.

Калаçу тĕплĕ иртнĕ. Ĕçĕ акă мĕнре. Чăваш Енри власть органĕсенчен хăшĕсем масс-медиапа ĕçлессине кирлĕ пек тимлĕх уйăрмаççĕ. Вĕсем журналистсен вăл е ку информацие тархасласа ыйтса çÿремелле тесе шухăшлаççĕ, информацие панă хыççăн вара хаçатра тĕрлĕ енлĕ аналитика материалне кĕтеççĕ. Журналистсене интереслĕ информаци сăлтавĕ памаллине, пахалăхлă пресс-релизсем хатĕрлемелли пирки вара хăшĕ-пĕрисем кăна шухăшлаççĕ тесе палăртнă министр. Çак ĕçлесе çитерейменлĕхе пула граждансем тĕрĕс информацисĕр тăрса юлма пултараççĕ: çынсем наци проекчĕсен шутне мĕн кĕнине, вĕсене мĕншĕн пуçарса янине тата вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки пĕлмеççĕ.

Михаил Анисимов ĕçре усă курмалли «Национальные проекты в Чувашии» ятлă промо-акцисем ирттерме власть органĕсем валли массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли форматсен варианчĕсене хатĕрленине пĕлтернĕ. Çак ĕçе пуçăннă ĕнтĕ, регион территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн яваплă пур ведомство та çитес вăхăтрах унта хутшăнĕ.

Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра пиар-кампани ирттерме социаллă сетьсем питĕ лайăх пулăшаççĕ. Анчах та консервативлă шухăшлава пула нумайăшĕ вĕсемпе усă курмасть. Палăртмалла: чылай власть органĕ, районсенче уйрăмах, соцсетьсенче пабликсем тытса пымаççĕ. Çак ĕçе вара йĕркелесе яма вăхăт, тенĕ министр.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнчех власть органĕсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕнче ответлă йышăнусем тăвассинче çынсемпе çыхăну йĕркелес тесен, соцсетьсемпе май пур таран эффективлă усă курмаллине палăртнăччĕ. «Эпĕ иккĕленместĕп, хăш-пĕр ертÿçĕсем ахаль çынсемпе социаллă сетьре хутшăнса хăйсем пирки çĕннине нумай пĕлĕç. Ку вăл яланах ырри пулмĕ. Апла пулин те çапла майпа çивĕч ыйтусене хуравлама тата çынсене ытларах пăшăрхантаракан ыйтусене оперативлă татса пама пултарĕç», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май, Чăваш Ен Информполитика министерстви вăхăт ыйтнинчен юлмасть, официаллă сайтпа кăна мар, соцсетьсемпе те ĕçлет. Интернетпа усă куракансем 2017 çултанпах министерство хыпарĕсене Facebook, «ВКонтакте», Instagram страницисенче вулама пултараççĕ, 2012 çултанпах кĕске хыпарсемпе Twitter страницисенче паллашаççĕ.

Кунсăр пуçне Чăваш Енре соцсетьсен мониторинг тытăмне ĕçе кĕртнĕ. Çакă соцсетьсенчи информаци сăлтавĕсене тишкерсе пыма тата сообществăсен власть ĕçĕ çине мĕнле реакци пулнине асăрхаса пыма пулăшать.

Регион влаçĕсем активлă ĕçленипе çур çулта 1300 çăхавлă хыпарпа сĕнÿсем пăхса тухнă. Граждансене хурава пĕр талăк хушшинче панă. Пур чухне те вĕсем социаллă сетьпе усă куракансем кĕтнипе пĕр килмен. Кунта çакна ăнланмалла: хăш-пĕр çивĕч ыйтусем асамлă патака пĕрре сулнипех пурнăçланмаççĕ, палăртнă Михаил Анисимов.

Практика кăтартса панă тăрăх, ыйтусенчен чылайăшĕ муниципалитетсенче татса памаллисем. Çавăнпа хальхи вăхăтра мониторинг тытăмне усă курасси вырăнти влаçсен ĕç эффективлăхне ÿстерессипе тата граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă.

Михаил Анисимов «отличниксене» те палăртнă. Чăваш Ен Сывлăх министерстви, Транспорт министерстви, Шупашкар /вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, энергетика, транспорт тата çыхăну управленийĕсем/, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш тата Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсем соцсетьсен мониторинг тытăмĕпе оперативлă та пахалăхлă ĕçленине асăннă.

Калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Анисимов Чăваш Ен Информаци политикин министерстви ĕç тăвакан власть органĕсене наци проекчĕсене пурнăçлассине çутатса тăрассинче пулăшма хатĕррине палăртнă.

Чăваш Ен Информаци политикин министерстви.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code