Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе – велосипедпа

Ĕçе – велосипедпа

Районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем Раççей шайĕнче иртекен «Ĕçе – велосипедпа» акцие, пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса, кашни çул ытларах хутшăннине куратпăр.

Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сывă пурнăç йĕркине малти вырăна хурса тĕрлĕрен спорт тренировкисене хастар хутшăнаканскер, хальхинче те велосипед çине ларса ĕçе чи малтан хăй килсе çитрĕ, çапла майпа ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Пуçлăх ытти чухне кашни кун 5 çухрăмран кая мар çуран утать, çуллахи вăхăтра велосипед çине ларса çула тухать.

Ĕнер район администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнчи ятарлă вырăнта 35 çын хăйсен «урхамахĕсене» шăкăрин лартса тухнине курма пит кăмăллă пулчĕ. Велосипедсен хуçисем вара – хĕрÿ ĕçре. Тăрăшса ĕçлеме савăк, ырă шухăш-кăмăл кирлĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Николай Миллин ĕçе велосипедпа килсе çитрĕ, ун хыççăн – ыттисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code