Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Петр Самсонова асăнса

Петр Самсонова асăнса

Юратаççĕ спорта Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче. Кунта çулсерен вуншар ăмăрту иртет. Район, регион шайĕнчисем. Вĕсенче палăрса çамрăксем спорт карьерин картлашкипе çÿлелле çĕкленеççĕ, тĕрлĕ норматива пурнăçлаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене наставниксем çул уçса пыраççĕ.

Хăй вăхăтĕнче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов СССР спорт мастерĕсене кăна пиллĕк хатĕрленĕ. 27-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Андреев та унăн пĕрремĕш вĕренекенĕ.

Пурăннă пулсан Петр Николаевич кăçал 70 çул тултармаллаччĕ…

Пултаруллă тренера асăнса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен черетлĕ чемпионачĕ шăматкун иртнĕ. Унта Елчĕксемпе пĕрле Патăрьел, Шăмăршă районĕсен тата Шупашкар хулин командисем вăй виçнĕ. Спортсменсен йышлă ушкăнне тата куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров, Петр Сидоров спорт ветеранĕ саламланă.

Кроссменсем, ÿсĕме кура, 10 ушкăнра ăмăртнă. Районти шкулсенчен пĕрремĕш вырăна Анастасия Антонова /Патреккел/, Кристина Федорова /Лаш Таяпа/, Виктор Райков /Елчĕк/, Алексей Васильев /Аслă Елчĕк/ йышăннă. Пьедестал çине çавăн пекех çак призерсем хăпарнă: Анастасия Васильева /Курнавăш/, Юлия Карпова, Виктория Павлова, Кирилл Кузнецов /Елчĕк/, Дарья Мартынова /Аслă Елчĕк/, Егор Матвеев /Лаш Таяпа/, Никита Колсанов /Аслă Таяпа/, Артем Иванов, Ксения Николаева /Патреккел/, Николай Арефьев /Кушкă/, Леонид Яшин, Станислав Волков /Çирĕклĕ Шăхаль/

Чемпионатра палăрнисем дипломсемпе медальсене, спонсорсен хаклă парнисене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code