Понедельник, Сентябрь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Лиза – призер

Лиза – призер

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿнер тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсен тĕнче шайĕнчи «Солнечный круг» конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланă.

Кунтах вĕсен ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Республикин халăх художникне Вольт Медведева халалланă.

Конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăх туптакан Елизавета Мурзакаевăпа Диана Афанасьева, Анастасия Сусметова хутшăннă. «Декораци живопиçĕ» номинацире Елизавета «Натюрморт с чайником» ĕçĕпе виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Р.Парферьева преподаватель ертсе пыракан çамрăк художникăн пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пыни куç умĕнче. Вăл тĕрлĕ шайри конкурссенче пысăк ÿсĕмсем тăвать. Ачасене ÿкерме вĕрентекен Римма Витальевнăна та Тав хучĕпе чыслани ыт ахальтен мар.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Мурзакаева.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code