Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушкăртстанри çĕнтер

Пушкăртстанри çĕнтер

Стерлитамак хулинче Атăлçи федераци округĕнче вĕренекенсем хушшинче халăх вăййисен Пĕтĕм Раççейри 6-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Унта ирĕклĕ майпа кĕрешекен 200 ытла спортсмен тупăшнă.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинчи Дмитрий Борисов /Елчĕк, тренерĕ – Георгий Адюков/, Константин Вишнев /Елчĕк/, Роман Иванов /Çĕнĕ Пăва/ хăйсен виçисенче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕрремĕш, Денис Крысов /Елчĕк, тренерĕ – Сергей Александров/ иккĕмĕш, пиçиххипе Дмитрий иккĕмĕш, Константинпа Роман виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çамрăк кĕрешÿçĕсемпе Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Виталий Васильев тренер кÿршĕллĕ регионта Елчĕк ятне çÿле çĕклени пысăк чыс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code