Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кадет балĕ иртрĕ

Кадет балĕ иртрĕ

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри кадет кунне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа «Виват, кадет!» ятпа бал иртрĕ.

Унта Елчĕк шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренекенсемпе пĕрле Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă ялĕсен шкулĕсенчи тантăшĕсем те хутшăнчĕç.

Уяв ячĕпе кадетсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов саламларĕç, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Балра кадетсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ташăсем ташларĕç. «45 çулхи çуркунне» ташша куракансем уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code