Пятница, Август 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăр чиккинче

Сăр чиккинче

Аслă Çĕнтерÿ тылри ĕçченсен тĕлĕнмелле хастарлăхĕпе те туптанни паллă. Çав шутран нумай вăй питти хĕрарăм Улатăр тăрăхĕнче окопсем чавма хутшăнни те историри манăçми пулăм.

Нимĕç çарĕсем Мускава çывхарса пынă май Сăр тăрăхĕнче хăйне евĕр оборона чикки йĕркеленĕ. 1941 çулхи кĕр питĕ сивĕ, 30 градус е ытларах та килнине пула палăртнă заданисене пурнăçлама тата та хĕнтерех пулнă. Кунсерен 85 пин çын тĕп ĕç хатĕрĕсене – лума, кĕреçене алăран ямасăр хăйĕн тÿпине хывнă. Ăш-чике лăплантармалăх кашнине кунне 800 грамм çăкăрпа, 600 грамм çĕр улмипе тата пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ.

Чăн йывăрлăх пирки, паллах, ватă кинемейсем çеç каласа пама пултарĕç. Этем чăтайми условисенче те хуçăлман вĕсем. Республикăн пĕтĕм ял-хулинчен пуçтарăннисен шухăш-кăмăлне çĕклес, шанăçлăхне ÿстерес тĕллевпе агитациллĕ-массăллă мероприятисене йĕркелессине уйрăмах мала хунă. Хавхалану тĕп вăйсен çăлкуçĕ пулнăран, 420 политрукпа, 3200 агитаторпа çыхăннă талăксеренхи ăнлантару ĕçĕсем. Кунсерен республика /3 пин экземпляр/, районсен /6 пин/ хаçачĕсене те кÿрсе тăнă унта, листовкăсем салатнă. Елчĕк-сем 4 бригадăран пĕринче Улатăр, Шăмăршă, Чкаловски тата Первомайски районĕсенчи хÿтлĕхçĕсемпе вăй хунă.

Сăр чиккине çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 334 километра çитнĕ, çав шутран 200 километр канав, 67 километр капланчăк /завал/, 67 километр чăнкăлатса чавнă шăтăк /эскарп/. Унсăр пуçне 1500 çĕр пÿрт, 80 километр окоп, 1600 хÿтĕленсе çапăçмалли çирĕплетнĕ вырăнсем. Çĕршер-çĕршер тимĕр «чĕрĕп» вырнаçтарнă.

Сăр чиккине оборона зонине çавăрнипе пĕрлех, Улатăра эвакуаци шучĕпе табак фабрики, çар завочĕ куçарса килнĕ, шкулсем çумĕнче эвакогоспитальсем ĕçленĕ. Чăваш Енрен вăрçа каякансен пĕчĕк мар йышне те çак хулара хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code