Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юсавлă техника ĕçре ăнăçлăх кÿмелле

Юсавлă техника ĕçре ăнăçлăх кÿмелле

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç малалла пырать.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ Владимир Мекшеев палăртнă тăрăх, графикпа килĕшÿллĕн çак вăхăтчен йĕркелесе ирттернĕ тĕрĕслевсенче ял хуçалăх организацийĕсем акана хутшăнакан «хурçă утсене», сÿресемпе культиваторсене, сеялкăсене хатĕррисен ретне лартассипе пысăк тимлĕх уйăрнă. Чылайăшĕ çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене туянма та вăй çитернĕ.

Кадрсен тĕлĕшпе те çирĕп йĕрке, механизаторсенчен ытларахăшĕ хăйсен профессине чунтан парăннă çынсем, вĕсем ял хуçалăх производствинче ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ Владимир Мекшеев «Рассвет» ЯХПКна нумаях пулмасть кÿрсе килнĕ «Беларус» йышши хăватлă тракторпа паллашать

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code