Пятница, Июнь 5, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çĕнĕ завод пулĕ

Шупашкарта çулталăк вĕçлениччен çĕнĕ завод хута яма палăртаççĕ.

Коронавирус алхаснă тапхăрта экономика лару-тăрăвĕ тăкăс пулин те малашлăха ăнтăлмалли, республикăна инвестици илĕртмелли пирки шухăшлаççĕ Чăваш Ен ертÿçисем. Акă, сăмахран, калăпăшлă блоксем кăларакан «ОБД» завода хута яма 693 миллион тенкĕ кирлĕ. Завод республикăшăн кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе инвесторсене лаптăка аукционсăрах арендăна панă. Предприяти ĕçлесе кайсан унта 150 çынна ĕçе вырнаçтарма майсем уçăлмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çакăн пирки пĕтĕмлетсе çапла каланă: пысăк шалу тÿлекен хушма ĕç вырăнĕсем уçăлни аван. Тепĕр енчен илсен, çĕнĕ çурт тăвакансемшĕн те завод уçăлни лайăх. Çурт кăшкарне тунă чухне усă куракан блоксене автомат мелĕпе хатĕрленĕ май хатĕр продукци йÿнĕ пуласса шанать Олег Алексеевич. Завод кăларакан материала инвесторсем 400 çухрăм таран ăсатма палăртаççĕ. Апла пулсан, ăна кÿршĕ регионсене те ăсатĕç.

90 койка-вырăн уçнă

Шупашкарта, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче коронавирус инфекцийĕпе чирленисене сиплеме 90 койка-вырăн уçнă.

Кунта «таса» тата «таса мар» зонăсем йĕркеленĕ. Центрта ĕçлекенсем ятарлă курссенче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри больницăсенче çакăн пек 1225 койка-вырăн хатĕрленĕ. Вĕсенчен 70 процентне йышăннă ĕнтĕ. Центрта хăйсен томограф пур. Шурă халатлисене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, тест-системăсем, эмелсем туяннă. Ку центрта 10 çулта Раççейри 76 регионтан 75000 çын сипленнĕ. Куллен 30 яхăн операци тăваççĕ. Эпидемие пăхмасăр кунта пысăк реабилитаци корпусне тăваççĕ.

Çул çÿреве чĕнет

Чăваш кĕнеке издательствинче географи наукисен кандидачĕн Зоя Трифонован «Чебоксары. Шупашкар» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Çĕнĕ кăларăм Шупашкарти экскурси маршручĕсемпе паллаштарать. Çул çÿрев авалхи чăваш çырулăхне аса илтерекен 53 рунă паллине касса кăларнă плита умĕнчен пуçланать. Çавăн пекех тĕп хулари чылай архитектура палăкĕсемпе паллашма пулать. Шупашкар заливĕ пирки те тĕплĕ çырса кăтартнă, ĕлĕкхи çуртсемпе тата палăксемпе, чиркÿсемпе, хальхи вăхăтри архитектура сооруженийĕсемпе паллаштарнă. Унтан çул Ехрем купса бульварне, Карл Маркс урамне илсе çитерет… Истори факчĕсем, Шупашкар аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă паллă çынсем çинчен каласа кăтартнисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code