Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç сиплет, йăпатать

Ĕç сиплет, йăпатать

Çирĕклĕ Шăхальти ваттисем пурăнакан стационар уйрăмĕнче вăй хуракансем хÿтлĕхсĕр юлнă çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшассине анчах мар, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерме пулăшассине те тĕпе хураççĕ.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра ватă çынсене уйрăм тимлĕх кирлĕ. Çакна асра тытса кунта кирлĕ профилактика мероприятийĕсене туллин пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне, ватă çынсен вăхăтне усăллă ирттерес тата вĕсене хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕрен вăй танçи ĕç тупса парасси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть бисертан тĕрлĕрен ÿкерчĕксем тунă, вĕсенчен «Тĕнчене илем çăлать» ятпа курав хатĕрленĕ. Вăл хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code