Тĕрлĕ лару-тăрура уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсем тытни çиеле тухать. Йĕркене пăхăнманнисене РФ Уголовлă кодексăн 222 статйипе 3 çул, 224 статйипе 1 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Çакăншăн вĕсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарассине те ĕçе кĕртнĕ. Граждансем /883539/ 5-13-02 номерпе е /88352/ 24-16-55 номерлĕ «Шанăç телефонĕпе» усă курса шăнкăравлама пултараççĕ.
Енчен те граждансен çуртра вăрттăн упранакан хĕç-пăшал е çар хатĕрĕсем пулсан çийĕнчех ШĔМĕн муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмне /Комсомольски ялĕ, Ленин урамĕ, 2-мĕш çурт/ е Елчĕкри полици пайне /Елчĕк ялĕ, Юбилей урамĕ, 4-мĕш «б» çурт/ килсе пама ыйтатпăр.
Л.НИКИФОРОВА,
шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ.