Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырми-канми тăрăшнă

Ырми-канми тăрăшнă

Вăрçă вăхăтĕнче тылра та çăмăл пулман. Вăй питти ар-çынсене фронта илсе кайнăран мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсен, ватăсен тата ачасен черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнса халăх тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, аш-какай, сĕт, çăм, çăмарта туса илнĕ. Мĕн алла илнине управа кĕртсе тăман – тÿрех фронт валли ăсатнă.

Тылри йывăр пурнăç çинчен эпир хамăр атте-анне, ялти ватă çынсем каласа панă тăрăх пĕлетпĕр. Лаш Таяпа ялĕнче 1923 çулта çуралнă Лидия Князева /Шакмакова/ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсенчен пĕри пулнă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл, тăван шкулта 4 класс таран вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă çул 18 çулта пулнă. 1941 çулхи хĕл кунĕсенче хÿтĕлев чиккисене окоп чавма хутшăннă. Вăл вăхăт пирки çывăх çыннисене çапларах аса илсе каласа панă хĕрарăм:

– Шартлама сивĕсенче шăн çĕре нушаллăн таккаттăмăр. Чăмаккасене наçилккасемпе анчах мар, çурăм çине хурса та йăтнă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас ĕмĕтпе кашниех ырми-канми тăрăшнă.

1947 çулта Лидия Александровна ял каччине Владимир Князева качча тухнă. Мăшăрĕпе 7 ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Лидия Князева тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшса нумай тав сăмахне тата «Хисеплĕ колхозница» ята тивĕçнĕ, унăн сăнĕ Хисеп хăми çинче пулнă. Ватлăхра вăл ачисен тата мăнукĕсен тимлĕхĕнче, ăшшинче пурăннă, 2018 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне тăванĕсем анчах мар, ял-йыш та асрах тытать.

Сăн ÿкерчĕкре: Лидия Князева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code