Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Леонард ЛЕВЫЙ: «Ырă улшăнусен çулталăкĕ пултăр»

Леонард ЛЕВЫЙ: «Ырă улшăнусен çулталăкĕ пултăр»

Кашниех çулталăк вĕçленсе пынă май пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетет, ĕмĕт-тĕллевсем палăртать. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа та эпир çав шухăшпах тĕл пултăмăр, уçă калаçу пуçартăмăр.

Леонард Васильевич, 2021 çул историе кĕрсе юлать. Ăна туллин хаклама пултаратăр пулĕ, мĕншĕн тесен эсир района ертсе пыма пуçлани çулталăк ытларах та çитрĕ.

– Çапла, вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Районта çак тапхăрта пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене палăртмалăх пур тесшĕн.

– Уйрăмах мĕнле отрасльте кăтартуллăрах ĕçленĕ;

– Малтанах ял хуçалăхне асăнасшăн. Ку отрасль – районăн тĕп шăнăрĕ. Кунта пултаруллă ертÿçĕсем, хастар ĕçченсем вуншарăн вăй хураççĕ. Вĕсен харсăрлăхне пула ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессипе çулсерен республикăра малтисен йышне кĕретпĕр. Кăçал та тыр-пула вăхăтлă, çухатусăр алла илтĕмĕр. Çанталăкăн типĕ тапхăрĕсене кура пухса кĕртнĕ тухăç, пĕр гектар пуçне 23,8 центнер, начар мар. Республикăра пĕрремĕш пултăмăр. Ампар виçипе пĕтĕмпе 56,4 пин центнер тĕш тырă хывнă пÿлмене. Сĕт, аш-какай туса илессипе те пĕлтĕрхинчен чакман.

– Çур аки, ĕç çи мероприятийĕсене кĕске вăхăтра, тухăçлă йĕркеленинче çĕнĕ техника вăйĕ те пурах.

– Паллах, çĕнĕ технологи ĕмĕрĕ хăй çапла тума хистет. Кивĕ техникăпа ÿсĕмлĕ ĕç тăваймăн. Çакна ял хуçалăх организацийĕсене ертсе пыракансем тахçанах ăса хывнă. Кăçал кăна, акă, инвестици кредичĕсемпе тата харпăр хăй укçи-тенкипе усă курса 379,2 миллион тенкĕлĕх 144 единица çĕнĕ техника туяннă. Ял хуçалăх производстви туса кăларнă продукцин калăпăшĕ 2084 миллион тенкĕпе е 104,9 процентпа танлашнин кăтартăвĕнче те çĕнĕ техника витĕмĕ пурах.

– Районта инвестицисене пурнăçа кĕртессипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ;

– Пĕтĕмпе 2021 çулта 12 инвестици проектне реализациленĕ. Аван ку. Хăшĕ-пĕрисене палăртса хăварсан та юрать. «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăра, тĕслĕхрен, 0,42 гектар çинче 29 млн тенкĕлĕх теплица комплексĕ, çĕр улми управĕ, «Победа» ОООра (9 млн тенкĕ) 240 пăру вырнаçмалăх вите, «Прогресс» хуçалăхра (10,5 млн тенкĕ) тырă управĕ хута кайнă. Çакăнтах палăртса хăварасшăн: республика тата федераци бюджечĕсенчен уйăрнă патшалăх пулăшăвĕ пĕтĕмĕшле 149,4 млн тенкĕпе танлашнă.

– Промышленность пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Кунта та курăмлă ĕçсем çук мар. Юрий Титов ертсе пыракан «Промсервис» предприятиех илер. Коллектив тахçанах çĕнĕлĕхсене алла илме хăнăхнă. Унăн никĕсĕ çинче кăçал 60 миллионлăх модифициленĕ крахмал туса кăларакан цех уçни те çавнах çирĕплетет. Çапла майпа хушма ĕç вырăнĕсем те пулчĕç.

Тепĕр объект – «Канашгаздорсервис-1» организаци. Унта çут çанталăк чулĕнчен хатĕрлекен минерал гранула тата порошок туса кăларакан 50 млн тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарнă. Вĕсемпе Мускав-Хусан М-12 автотрассăна тунă çĕрте усă курĕç.

Асăннă объектсенче август уйăхĕн вĕçĕнче регион пуçлăхĕ Олег Николаев та пулса курнăччĕ, коллективсен ĕçне пысăк хак панăччĕ.

– Строительствăра мĕн çĕнни пур, Леонард Васильевич;

– 2021 çулта нумай ачаллă пĕр çемьене çĕнĕ çурт туса панă, виçĕ тăлăх ачана хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле сумма – 6 млн тенкĕ. Çурт тума е туянма 11 çамрăк çемье 5,7 млн тенкĕ социаллă тÿлев илнĕ.

Ялсенче пурăнакансен пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсем пирки те калани вырăнлă. Ку çул 16,8 млн тенкĕлĕх 33 проекта ĕçе кĕртме пултартăмăр. Халăх вырăнти хăтлăлăхшăн çине тăрса тата хавхаланса ĕçлени савăнтарать. Çитес çул та ялсенче кирлĕ ĕçсем пурнăçланĕç: 25 млн тенкĕлĕх заявкăсем тăратнă та ĕнтĕ.

Çавăн пекех «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçул хĕррипе тротуар тăвассипе, унта çутă юписене вырнаçтарассипе те пысăк ĕç пурнăçланчĕ: 31,5 миллионлăх. Елчĕк шкулĕ умĕнчи стадион-площадка та пысăк стройка шутĕнче пулчĕ, ăна туса пĕтерме 39,5 млн тенкĕ тăкакланă. Паллах, çулсене асфальт сарас, чулпа хытарас тĕлĕшпе аван ĕçленĕ.

– Эсир стадион-площадка пирки асăннă май ыйту çуралчĕ-ха. Ют регионсенчи подрядчиксен явапсăрлăхне пула стадиона, çавăн пекех пушар чаçĕнчен Мир урамĕ еннелле тротуар тăвассипе, 2020 çулта свалкăна рекультивацилессипе питĕ пысăк чăрмавсем сиксе тухнăччĕ. Çавна май аякри «хăнасенчен» уссинчен ытларах тăкакĕ пулĕ.

– Тĕрĕсех. Вĕсем чăннипех шар кăтартрĕç темелле, мĕншĕн тесен хăйсен техники те, ĕçлекенсем те çитмеççĕ. Ирĕксĕрех «сыв пуллашма» тивет унашкаллисемпе. Тротуар тума пикеннĕ пушкăрт строителĕсем хăйсем пăрахса кайрĕç. Çĕнĕ конкурс ирттернĕ хыççăн унта «Стройэнергосервис» рабочийĕсем 6,3 млн тенкĕлĕх ĕç турĕç. Тепĕр çулта ăна пĕтĕмпех вĕçлĕпĕр. Стадиона та вырăнти вăйпа

– «ДПМК» коллективĕн тăрăшулăхĕпе строя кĕртрĕмĕр. Вĕсемех иртнĕ çул свалкăна рекультиваци тăвассипе хастарлăх кăтартнăччĕ.

– Суту-илÿ тытăмĕнчи ĕç-хĕл пирки кĕскен мĕн каланă пулăттăр;

– Район территорийĕнче 166 суту-илÿ, 8 обществăлла апатлану предприятийĕ шутланать. Халăха тÿлевлĕ пулăшу парассипе 27 предприяти тата уйрăм предпринимательсем тимлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхри тавар çаврăнăшĕ 1198,3 млн тенке çитнĕ е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 7,7 процент ÿснĕ. Обществăлла апатлану системинче ÿсĕм вара – 12,3 процент.

– Леонард Васильевич, 2021 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр.

– Пирĕн суйлавçăсем ытти чухнехи пекех хальхинче те хăйсен политикăлла ăнланулăхне туллин палăртрĕç. Çакна район республикăра суйлава хутшăнассипе 1-мĕш, суйлавра çĕнтернĕ партипе кандидатсемшĕн сасăлассипе те малтисен йышĕнче пулни çирĕплетет. Çавна май пĕтĕм суйлавçăна, участоксенчи комиссисен членĕсене, агитаторсене пурне те чĕререн тав тăватăп.

Çакна та палăртасшăн: эпир Пĕтĕм Раççейри хапăх çыравне хутшăнассипе, ăна йĕркелесе ирттерессипе те хастаррисен йышĕнче. Асăннă кампанинче хăйсен тÿпине хывнă çыравçăсене те малашлăхра ыррине çеç сунатăп. Пĕр-пĕринпе килĕшÿре ĕçлесен, куратпăр ĕнтĕ, ăнăçу тума пулатех.

– Пĕтĕм тĕнчене калаçтаракан ыйтуран та, коронавирус инфекцийĕнчен те пăрăнса иртеймĕпĕр паян. Унăн хăрушлăхĕ пирĕн районта уйрăмах çивĕч.

– Çакă пăшăрхантарать те ĕнтĕ. Производствăра, спортра, çав суйлав кампанийĕсенчех пĕрремĕш пулма хăнăхнисем пандемие парăнтарассипе регионта кайрисем эпир. Районта вакцинаци тутарасси çителĕксĕр пулса пырать, çав вăхăтрах ковида пула вилекенсен шучĕ ÿсет. Прививкăпа, ревакцинаципе çыхăннă профилактика мероприятийĕсене тăтăшах ирттеретпĕр, анчах нумайăшĕ хăйсене тата çывăх çыннисене хÿтĕлес вырăнне çак ĕçсенчен пăрăнни çав тери пăшăрхантарать. Коллективлă иммунитет йĕркелемесен хăрушă амака çĕнтерме çуках. Çакна питĕ ăнланма ыйтасшăн.

– 2022 çулта Елчĕк районĕ 95 çул тултарать. Вăл Чăваш Енре Паллă çынсен çулталăкĕ пулнипе те историе çырăнĕ.

– Икĕ пулăмĕ те пĕлтерĕшлĕ, пĕр-пĕринпе çыхăнуллă. Район юбилейĕн мероприятийĕсен планĕнче мухтавлă ентешсемпе çыхăннă ĕçсем те тĕп вырăнта пулĕç. Эпир кашниех Геннадий Волков академик, СССР халăх учителĕ Петр Чернов, чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев тата ытти вуншар паллă çыннăмăрсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме тивĕç. Уйрăмах ÿссе çитĕнекен ăру ăса хывтăр вĕсене.

– 2022 çулта район халăхне мĕн суннă пулăттăр, Леонард Васильевич;

– Çĕнĕ çул ырă улшăнусемпе телейлĕ самантсем кăна илсе килтĕр, аталану çулĕпе малалла та тухăçлăн утма вăй-хал кÿтĕр, кашни куна паллă пулăмсемпе пуянлаттăр. Çемьере юрату, килĕшÿпе çураçу хуçалантăр. Пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатăп.

Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code