Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Миçе ача çуралнă?

Çут тĕнчене килекен кашни пепке — пысăк савăнăç. Кăçалхи 9 уйăхра районта 39 (иртнĕ çул — 64) ача çуралнă. Вĕсенчен 21-шĕ — хĕр ачасем, 18-шĕ — арçын ачасем.

Юлашки çулсенче икĕ-виçĕ е унтан та ытларах ачаллă çемьесен йышĕ ỹссех пырнине пĕлтереççĕ ЗАГС пайĕнчен. Çуралнă ачасенчен 8-шĕ (иртнĕ çул 14) — пĕрремĕш, 11-шĕ (15) — иккĕмĕш, 13-шĕ (26) — виççĕмĕш, 2-шĕ (4) — тăваттăмĕш, 5-шĕ (4) — пиллĕкмĕш.

Çав вăхăтрах кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнче — 156, Шăмăршă — 40, Комсомольски районĕнче 122 ача çуралнă.

Ĕçсĕррисене — пулăшу

Экономикăпа ĕç рынокĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Кашни çыннăн пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăн йышăннăран, вăл малашлăха шанасси, ура çинче çирĕп тăрасси çине пысăк витĕм кỹрет.

Патшалăх ĕçсĕр юлнисене хỹтĕлени, халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби урлă ĕç тупма тата харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма пулăшни ырă пулăм.

Кăçал Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра хỹтлĕх тупас тĕллевпе 458 çын пынă, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 410-шĕ хăйсене тивĕçлĕ ĕç тупма пултарнă.

Хальхи вăхăт тĕлне районта официаллă майпа регистрациленнĕ 54 ĕçсĕр çын шутра тăрать.

Йывăçсем лартнă

Раççей шайĕнче йĕркеленĕ экологи субботникне кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ активлă хутшăнать.

Çак сăваплă ĕçе ял халăхне те явăçтараççĕ вĕсем, туслă йышпа урамсене çỹп-çапран тасатаççĕ.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче «Йывăç ларт» акцине те хастар хутшăннă. Ял тăрăхĕн, культура çурчĕн тата библиотека ĕçченĕсем пĕрле пухăнса туслă йышпа Культура çурчĕ умĕнче тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă.

Инкек пуличчен

ăна асăрхаттарни вырăнлă.

Çак тĕллеве мала хурса пушар хурал ĕçченĕсем Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çуртĕнче пулнă. Вĕсем аслă ăрурисемпе тата кунти ĕçченсемпе калаçу ирттернĕ май пушара сỹнтермелли хатĕрсемпе те ĕçлеме вĕрентнĕ.

— Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар, — палăртнă пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин.

«Ỹсĕр водитель»

Октябрĕн 21-23-мĕшĕсенче районта «Ỹсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ иртет.

Шел пулин те, руль умне ỹсĕрле ларакансем тупăнсах тăраççĕ. ГИБДД инспекторĕ Алексей Сергеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çакăн евĕр 41 водитель тĕлĕшĕпе административлă протоколсем çырнă.

Ку енĕпе саккун çирĕп. Ỹсĕрле çула тухакан водителе пĕр çулталăк та 6 уйăхран пуçласа 2 çул таран правасăр хăвараççĕ. Штраф виçи — 30 пин тенкĕ.

Пулас салтаксене тĕрĕсленĕ

Хальхи вăхăтра çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать.

Районти тĕп больницăра ĕнер призывниксен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Призывпа çар ретне кăçал пирĕн районтан вăтăра яхăн çамрăк тăрĕ.

240 пин тенкĕлĕх кредит

Телефонпа шăнкăравлакан паллă мар çынсенчен хур тỹснĕ тĕслĕхсем, палламан çынсемпе калаçмалла марри пирки хаçатра çырсах тăратпăр пулсан та, ултавçăсенчен шар куракансем тупăнсах тăраççĕ.

Элпуç ялĕнче пурăнакан пĕр арçын хăйсене банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштарнă паллă мар çынсемпе телефонпа калаçнă. Унăн уйрăм кабинетĕнче ют телефон номерне çырса хунине, ăна улăштармаллине хыпарланă çакскерсем, банк карттин тỹнтер енне çырса хунă кодне ыйтнă. Арçын пĕр тăхтаса тăмасăр çак цифрăна пĕлтерсен лешсем ун ячĕпе 240 пин тенкĕ кредит илнĕ те — çухалнă.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, палламан çынсемпе калаçасран, хăйсене пырса тивекен мĕнле те пулин информаци пĕлтересрен асăрханма ыйтаççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code