Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Витĕмлĕх кирлĕ

Витĕмлĕх кирлĕ

Муниципалитет округĕн администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас, ăна сирсе ярас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен округри комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Унăн ĕçне Чăваш Енри шырав-çăлав службин начальникĕ Николай Глухов хутшăннă.

Ларура муниципалитет округĕн мобилизаци хатĕрленĕвĕпе ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Соколова 2022 çулта хăй ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕлпе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарнă. Пушар асăрхавĕн Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин иртнĕ çул округра пушарпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатнă.

Инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесен пĕтĕм субъектсен профилактика мероприятийĕсен витĕмлĕхне ỹстермелле — çакă комиссин тĕп пĕтĕмлетĕвĕ пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code