Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хуçи

Уй-хир хуçи

Аслă Пăла Тимеш ялĕ ĕçпе чапа тухнă çынсемпе пуян. Малтан Ворошилов ячĕллĕ, каярахпа «Победа» колхоз çичĕ Социализмла Ĕç Геройне çитĕнтернĕ. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн 1967 çулта хуçалăха Ленин орденĕпе наградăланă.

Унта тĕп агрономра вăй хунă Николай Кудрявцевăн тỹпи те пĕчĕк мар. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ, тĕрлĕ медале тата ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине виçĕ хутчен илме пултарнă ентешĕмĕр çак кунсенче 90 çул тултарать.

Пулас çĕр ĕçченĕ Аслă Пăла Тимешри Петрпа Пелагея Кудрявцевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ултă пĕр тăванран — 5 хĕр те пĕр ывăл. Йышлă çемьене тăрантарас тĕллевпе Петюк тете Мускава ĕçлеме тухса каять. «Укçа чул кастарать» тенĕрен, вăй питти арçын урасăр таврăнать. Ăна, сусăрскере, вăрçа илсе кайманни те паллă ĕнтĕ. Çапах та вăл пуçне усмасть, пĕтĕм ĕçе алла илет: тир тăвать, тумтир çĕлет, сандали, хĕрсем валли тĕпне хурăн хуппи хурса, утнă май çатăртатакан пушмаксем хатĕрлет. Çава туптамалла, çурла шăлламалла, пичке-катка тĕплемелле — ун патне васканă. Кỹршĕ ялсенчен те çỹренĕ. Ачисем те, паллах, сăнаса тăраканăн «рольне выляман», пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ.

Коля питĕ вĕренес кăмăллине туйсан ашшĕ-амăшĕ ăна Тури Туçари шкула çỹреме май туса парать. Аслă классенче пĕлỹ илме çулталăкне 150 тенкĕ тỹлемелле пулнă пулсан та вĕренсе пĕтернех: лайăх паллăсемпе çеç. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтерсен 1957 çулта хамăр районти «Рассвет» колхозра ĕçлеме тытăнать. «Тимеш — Тăрăм, Тăрăм — Тимеш» маршрута 11 çул такăрлатать. 1962 çулта çемье çавăрать: касри хĕрпе — Лидия Михайловскаяпа пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тытаççĕ. Вăл шăпах Канашри медицина училищине пĕтерсе килнĕ пулнă, ялта фельдшера вырнаçнă.

Ку çулсенче Николай Петрович «Победа» колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçлеме пуçланă. Киле çывăрма кăна таврăннă темелле, мĕншĕн тесен 10 яла пĕрлештерсе тăнă хуçалăхăн анлă уй-хирĕсенче ĕçĕ те нумай пулнă çав. Çулсем шунă май çемье йышĕ те ỹссе пынă. Черетпе çĕр çине Галина, Петр, Александр килнĕ.

«Арçын хăйĕн пурнăçĕнче виçĕ япала тумалла» тенĕрен, тĕп килтен уйрăлса тухса Николай Петрович кермен пек çурт çĕкленĕ, ывăлĕсемпе пĕрле сад ĕрчетнĕ. Çемьере телейпе савăнăç хуçаланнă. Мăшăрне, ялти участокри больницăра аслă сестра пулса ĕçленĕскере, коллективра питĕ хисепленĕ. Патшалăх та унăн хастарлăхне медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе хакланă.

Кудрявцевсем ачисене вĕрентсе тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшнă. Галина — повар-кондитер, Петр — мелиоратор, Александр — стоматолог. Пурте çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне 8 мăнук, 6 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.

Ĕçсĕр пурăнма хăнăхман агроном пенсие тухсан та тăватă çул колхозра ревкомисси председателĕнче тăрăшрĕ. Йĕркеллех кусатчĕ пурнăç кустăрми, анчах коронавирус Кудрявцевсен килĕнчен те иртсе каймарĕ: Лида аппа йывăр чире парăнтараймасăр вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пысăк хуйхăра ачисем ашшĕне пĕчченлĕхре хăвармарĕç, вăл Галина хĕрĕ патĕнче пурăнать. Ывăлĕсем те кану кунĕсенче ашшĕ патне васкаççĕ, тунсăхлама памаççĕ. Пĕрле чухне иртнине, лайăх вăхăтсене, аса илеççĕ. Çу кунĕсем çитсен пỹрт-çурта тирпейлеме, пахча ĕçĕсене пурнăçлама яла туртăнаççĕ, тăван вучаха чĕртеççĕ.

«Эпир кайсан, ай, мĕн юлать, лайăх пулсан ыр ят юлать», — тенĕ чăваш халăх юрринче. Атте-аннен ырă ятне ачасем çапла малалла тăссан лайăх пулать тесшĕн эпĕ те.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code