Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăха йышăнать

Халăха йышăнать

Апрелĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çав шутран пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем ял халăхĕпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май кун йĕркинчи тĕп темăсене сỹтсе явĕç:

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисем;

— экономика — республикăн тата унăн гражданĕсен çирĕп те ырă пурнăçĕн никĕсĕ (республикăн 5 çулхи çитĕнĕвĕсем);

— пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси.

Çак кун 11 сехетре Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Николаевна Федорова граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code