Чăваш Республикин Строительство министерстви çын пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес тата территорисене симĕслентерес тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пуçарăва ырласа йышăннă, конкурсăн приз фондне иртнĕ çулхинчен икĕ хут ỹстерме сĕннĕ. Хальхинче çĕнтерỹçĕсене çапла хавхалантараççĕ: пĕрремĕш вырăншăн — 73600, иккĕмĕш вырăншăн — 44200, виççĕмĕш вырăншăн — 29400 тенкĕ.
Заявкăсене кăçалхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Мала тухнисене авăн уйăхĕнче палăртаççĕ.

