Округри чылай ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсанă.
Исемпелĕнчи 1975 çулта тунă палăк паянхи куна тивĕçтермест ĕнтĕ. Çавăнпа ялта пурăнакансем «Ниме — Халăх пуçарăвĕ» проектпа усă курса 2026 çулта çĕнĕ палăк тăвасшăн. Кирлĕ документсем хатĕр. Ĕçе кĕртмелли пĕтĕмĕшле сумма 700430 тенкĕпе танлашать пулсан, вырăнти халăх хăйĕнчен килекен тивĕçлĕ укçа-тенкĕне хывнă та ĕнтĕ.

