
Чылай çын артерири юн пусăмĕ хăпарнипе — гипертони чирĕпе — аптăрать. Вăл вара хăй хыççăн йывăр йĕр хăварнипе — инфарктпа инсульт пулнипе уйрăмах хăрушă. Çавна пулах çĕр чăмăрĕ çинче кашни улттăмĕш çын пурнăçран уйрăлать. Чир вăраха тăсăлни чĕре, пỹре ĕçĕ çине япăх витĕм, куç çинче йĕр хăварать. Гипертони чирĕпе çыхăннă çак йывăрлăхсем пациента инвалида кăлараççĕ е вилĕм патне илсе çитереççĕ.
Тухтăрсем патне пулăшу ыйтма килекен çынсенчен хăшĕ-пĕри юн пусăмĕ пысăк чухне пуç ыратнине, çаврăннине, куç хуралса килнине пĕлтерет. Анчах та ку чир паллисем яланах кун пек пулмасан та пултараççĕ. Пациентсен 30-40 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарнине те туймасть, вĕсене нимĕн те канăçсăрлантармасть. Çавăнпа вĕсем тухтăр патне те каймаççĕ. Çакă вара уйрăмах хăрушă. Юн пусăмĕ хăпарнине «шăппăн вĕлерекен» теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл нумай çул чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне хавшатать. Çын хăйне лайăх туять, сипленмест, ун хыççăн вара кĕтмен-туман çĕртен инфаркт е инсульт пулса иртет. Енчен те сирĕн пĕрре те пулсан юн пусăмĕ ртуть юпипе 140Ỹ90 мм е çỹлĕрех те хăпарнă пулсан, ăна тĕрĕслесех тăмалла. Медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килте хăв тĕллĕн сипленме юрамасть.
Енчен те гипертонипе чирлĕ çын эмелсене вăхăтра тата тухтăр сĕннĕ пек ĕçсе тăрать пулсан юн пусăмĕ чăнах та канăçсăрлантармасть. Паллах, çын пăлхансан е тĕрлĕ стресс тỹссе ирттерсен вăл выляма пултарать, анчах та вăхăтлăха кăна. Юн пусăмĕ темиçе кун е эрне пысăк тăрсан сиплеве улăштармалла. Ку ыйтупа каллех тухтăр патне çитмелле.
Гипертоние хирĕç эмелпе çеç мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса та кĕрешмелле. Ытларах симĕс чей ĕçмелле, вăл юн пусăмне чакарнине тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ, унсăр пуçне юн тымарĕсен ĕçĕ çине лайăх витĕм кỹрет. Артери гипертонийĕпе чирлекенсен апатра тăварпа сахалтарах усă курмалла. Çуллă апат-çимĕç те сĕтел çинче сахалрах пулмалла. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, пăтăсем çимелле. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, тулли çын кĕлетке виçине 5-10 килограмм чакарни юн пусăмне ртуть юпин 10 мм чухлĕ антарма пулăшать. Скандинави уттипе туслашни те аван, ытларах хускану туни те пĕлтерĕшлĕ.
Гипертони чирĕ ăруран-ăрăва куçнине те çирĕплетнĕ. Енчен те сирĕн аçăр-аннĕртен пĕри юн пусăмĕ вылянипе аптăрать пулсан, ку чир сире те куçма пултарать. Çавăнпа та сывлăх çине çамрăклах тимлĕх уйăрсан аванрах.
Наталья ШАКОВА, терапевт тухтăр.

