Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Техника паркĕ пуянланать

Техника паркĕ пуянланать

Регионта патшалăхăн хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан инспекци яваплăхĕнчи техника нумайлансах пырать.

Пĕтĕмпе 28,4 пине яхăн единица. Кăçал кăна ял хуçалăх организацийĕсем 587 техника туяннă, çав шутра — 238 трактор, тырă пухса кĕртмелли 39 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 8 комбайн. Юлашки çулсенче АПКри техникăпа çыхăннă энерги хăвачĕ палăрмаллах пысăкланнă. Халĕ Чăваш Енре кашни 100 гектар çĕр пуçне 168 лаша вăйĕ тивет. Техникăна вăхăтлăх управа лартмалли смотр-конкурсра пирĕн округри «Победа» ООО, Х(Ф)Х хушшинче — Патăрьел тăрăхĕнчи В.Кузнецов хуçалăхĕ палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code