Кипеç ялне Апанаспа Эштебен ятлă вырăс çыннисем аякран килсе никĕсленĕ теççĕ. Вĕсене Кĕçĕн Пăла хĕрринчи анлă улăх килĕшнĕ пулĕ.
Хам астăвасса ял çыннисем (вырăссемпе чăвашсем) питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Йăла-йĕркесене — «Ача пăтти» тăвассине, салтак ăсатассине, хĕр çураçассине, туйсене, çĕнĕ хăта ĕçкисене аваллăха пăхăнса йĕркелени сисĕнетчĕ. Пĕр-пĕринпе тавлашмасăр, харкашмасăр пурăннă.
Хăрушă вăрçа пула çĕршыв юхăннине ĕçпе сипленĕ. Вырăсĕ, чăвашĕ тăван колхоз бригадинче ырми-канми ĕçленĕ, ял вĕçĕнчи сурăх ферминче вăй хунă. Тăрăмпа Кипеç хушшинче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хута янă сысна ферми те нумай çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çитĕннĕ хĕрсем хулана тухса кайма васкаман. Вăхăчĕ те урăхла — саккунĕсем çирĕп пулнă.
Вырăс тата чăваш хĕрарăмĕсем пĕр-пĕринчен çи-пуçпа уйрăлса тăнă. Вырăссем, калăпăр, пусма-тавартан вăрăм юбка е сараппан хăйсемех çĕлесе хатĕрленĕ. Вĕçне пурçăн лентăсемпе илемлетнĕ. Вăрăм çанăллă блузка тăхăнма юратнă.
Чăваш хĕрарăмĕ — килте пиртен тĕртнĕ икĕ аркăллă кĕпепе, хăй тĕрленĕ саппунпа. Икĕ енĕ те кулленхи пурнăçра шурă тутăр çыхнă. Хĕр упраç ал ĕçне лайăх пĕлнĕ, качча кайма хатĕрленĕ арчине тупрапа тултарнă.
Хальхи вăхăтра çемье çавăрассинче хăш наци çынни пулнине ытлашши уяса тăмаççĕ. Ĕлĕк чăвашĕ чăвашах суйлама тăрăшнă çав, вырăсĕ те çаплах.
Пирĕн ялти икĕ наци çыннисем те православи тĕнĕпе пурăннă, çывăхри пĕртен-пĕр Тĕмер чиркĕвне çỹренĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче тăлăх арăмсем çутă пуласлăха, пурнăçра çăмăллăхсене шанса, Турăран пулăшу ыйтнă. Халĕ, ав, Тăрăмра чиркỹ пур та, чуна канăçлăх кỹме те лайăх.
Вырăссем янăратса, уйрăмах илемлĕ юрланă. Çимĕк каçĕнче Кĕçĕн Пăла, Тарăн вар хĕррисенче юрласа çỹренĕ. Ăна кỹршĕллĕ Çĕнĕ Пăва ялĕнче илтнине те калатчĕç.
Кипеç çĕрĕ нумай вĕрентекене çитĕнтернĕ. Вĕсен хỹттинче тивĕçлĕ пĕлỹ илнипе паян та мăнаçланатăп. А.Е.Голубев, М.П.Никитин, Петр Матвеевичпа Капитолина Григорьевна Никитинсем, Владимир Гурьевичпа Елена Ивановна Федотовсем, Геннадий Афанасьевичпа Елизавета Семеновна Голубевсем, А.В.Ашмарина, А.Я.Якимов нумай ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Чăвашпа вырăса пĕрлештерсе тăнă тăван ялăм, ĕмĕр пурăн. Эпир, сан сăпкунта сиксе аякка тухса кайнăскерсем, санăн умăнта пуçа таятпăр. Эсĕ, пĕчĕк çĕрĕмĕр-шывăмăр, пире вăй-хал паратăн.
Елена КОНДРАТЬЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Шупашкар хули.

