Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чару мерисене палăртнă

Чару мерисене палăртнă

Патăрьел округĕнче мăйракаллă шултра выльăхсен Pasteurella йăхĕнчи бактерисене тупса палăртнипе, Чăваш Енĕн Патшалăх ветеринари служби 2026 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен чару мероприятийĕсене вăя кĕртесси пирки хушу кăларнă. Карантин шайĕнче чире тупса палăртнă вырăнта ветеринари йĕркисене пăхăнса мĕнпур кирлĕ мероприятие ирттереççĕ. Кунта оперативлă штаб ĕçлет, унăн тĕп тĕллевĕ — чир вырăнне тасатасси тата чире тулашра сарăласран сыхласси. Хуçалăх ертỹçисен хушшинче ăнлантару ĕçĕ хастар пырать.

Чăваш Ен ертỹлĕхĕ выльăх-чĕрлĕх тытакан мĕн пур шайри хуçалăх хуçисене лăпкăлăха упрама, тỹнтерле информацисене парăнмасăр тимлĕ пулма ыйтать. Тĕп тĕллев — ветеринари правилисене пăхăнасси, выльăх-чĕрлĕх тăрăмне сăнасси тата иккĕленỹллĕ тĕслĕхсем пулсан вĕсем пирки выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен вырăнти станци специалисчĕсене пĕлтересси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code