Кĕсел вар-хырăмшăн усăллă теççĕ. Анчах крахмаллă апата пĕрмай çиме хушмаççĕ. Мĕнпе сиенлĕ тата усăллă крахмал?

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, крахмал вар-хырăмшăн, пыршăлăхшăн усăллă. Вăл япăх бактерисенчен сыхлать, вар-хырăм сийне çирĕплетет. Гастрит, язва, вар-хырăмăн ытти чирĕ чухне çĕр улми крахмалĕнчен хатĕрленĕ кĕсел çиме хушаççĕ. Çавăн пекех вăл холестерин шайне чакарать, юн пусăмĕ ỹсессинчен упрать, пĕвер ĕçне лайăхлатать, иммун тытăмне тĕреклетет, инфекцисемпе кĕрешет. Анчах организмра крахмал сахăра çаврăнать, çавăнпа ăна нумай çисен мăнтăрланма пулать, хăшĕ-пĕрин диабет аталанас хăрушлăх пур, сыпăсем хавшаççĕ.
Крахмал сĕлĕре, ырашра, рисра, куккурузăра, çĕр улминче, пăрçара, шалча пăрçинче нумай. Çавăн пекех вăл бананра, кавăнра, кишĕрте, купăстара пур. Апатра анлă усă куракан печени те, макарон та, кĕрпесем те, чипс та крахмалпа пуян. Çĕр улми крахмалĕ вырăнне рис, тулă çăнăхĕсемпе усă курма сĕнеççĕ специалистсем.

