Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн патăмăрта ỹсет-и?

Пирĕн патăмăрта ỹсет-и?

Мана çуркунне чечек лавккисенче сутакан мимоза питĕ килĕшет. Сарă чечеке питĕ юрататăп. Калăр-ха, мимоза йывăçне Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче ỹстерме пулать-и?

Ку ỹсен-тăран кĕмĕл акаци (акация серебристая) ятлă. Вăл субтропика климатне — ăшă, хĕвеллĕ тата нỹрĕ пулнине — юратать. Çак акаци-мимоза Грецире, Турцире, Австралире тата ытти çĕршывра ỹсет. Раççейре ăна Хура тинĕс хĕррипе — Адлертан пуçласа Анапа таран — курма пулать. Çурçĕререх вырнаçнă Краснодарта вăл çук. Çавăнпа илĕртỹллĕ, илемлĕ çак йывăçа Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче ỹстерме май çук. Сăмах пахчасенчи уçă лаптăксем пирки пырать. Анчах лайăх теплицăра е оранжерейăра ку ỹсен-тăрана çитĕнтерме пулать. Пỹлĕме те илем кỹме пултарать вăл. Лайăх условисем кăна туса памалла. Çĕрĕ ан типтĕр тесе сăнасах тăмалла. Ỹсен-тăрана нỹрĕ сывлăш туса памалла. Кофе тата банан хупписен шĕвекĕсемпе шăвармалла. Пĕр сăмахпа, пирĕн патăмăрта мимозăна ỹстерме чăтăмлăх тата ĕçлеме ỹркенменни кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code