Республикăри агропромышленность ĕçченĕсен кăçалхи 8 уйăхри вăтам шалăвĕ 66477 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен — 11,7 процент хушăннă.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăл — 62906 тенкĕ. Ку иртнĕ çулхи çур çултинчен 17,6 процент пысăкрах. Апат-çимĕç хатĕрлекенсен те хăпарнă — 68750 тенкĕ. 7,1 процент ỹснĕ. Кăçалхи 6 уйăхра АПКра 19126-н ĕçленĕ, 2025 çулхи асăннă хушăринчен йыш 1,8 процент е 332 çын хушăннă. Ял хуçалăхĕнче — 8464, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисенче 10662 çынна шута илнĕ.

