Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп кăмăл-туйăмлă

Çирĕп кăмăл-туйăмлă

Тĕмер ялĕнчи Вячеслав Павловпа иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Шупашкарта пĕр мероприятире паллашнăччĕ. Каярахпа «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен республикăри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче час-часах курнăçса сăмахлаттăмăр.

1980 çул

Слава кăмăлĕпе уçă, калаçма ухатаскер, анчах павруçă мар. Шанчăклă. Ун пеккисем пирки «разведкăна кайма та хăрамалла мар», теççĕ. Характерне кура-и, çынпа туххăмрах хутшăну çавăрттарма пултарать. Унăн шалтан ырă варкăш тапса тăрать тейĕн.

Вячеслав Павлов (сăн ỹкерчĕксенче) Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Пĕтĕм кун-çулне çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассине, патриотла воспитани парассине халалланă. 1987 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи çак уйăхри тата çак кунхи тапхăрта тĕп хулари 44-мĕш лицейĕн физкультура учителĕн ĕçĕн курăмлăхĕ куç кĕрет. Вăл хатĕрленĕ команда Чăваш Енри «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче виçĕ хутчен çĕнтерỹпе тата икĕ хутчен призлă вырăнсемпе палăрнă. Хулари Калинин районĕнче вара 20 çул яхăн малтисен йышĕнчен тухман. Лицей хыççăн ентеш 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта 6 çул тăрăшать.

Унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем — вăл куллен туса пынă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ: Вячеслав Александрович вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех çарпа спорт енĕпе ятарлă секци ертсе пынă. «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята ахальтен паман ăна. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисем те ăнăçу паллисен хаклавĕ.
Аслă категориллĕ педагог хальхи вăхăтра хулари строительство техникумĕнче физкультура учителĕнче тата «Восток» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче спорт инструкторĕнче вăй хурать. Хăй калашле, спорт уншăн пурнăç та, киленĕç те. Çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спорчĕн 1-мĕш разрядçи, 65 çул патнелле «кармашать» пулин те, сывă пурнăç йĕркине пуçĕпех парăннă теме пулать. Кашни çĕнĕ кун унăн чупуран пуçланать. Занятисем вĕçленсен каллех спорт залĕ е стадион. Эрнере пĕр хутчен юлташĕсемпе волейбол площадкинче вăй-халне тĕреклетет.

2026 çул

В.Павлов — 1-мĕш категориллĕ судья, çавăнпа республикăра иртекен йĕлтĕр спорчĕн, ГТОн Атăлçи федерацийĕн, Раççей чемпионачĕсенче те кирлĕ специалист. Çавăн пекех вăл физкультура учителĕсене, тренер-преподавательсене аттестацилекен республикăри комиссин эксперчĕ, кăçал иккĕмĕш хутчен участокри суйлав комиссийĕн членĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă ăна.

Тĕмер арĕн биографийĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăр паллах — Афганистан. Çар ретне 1980 çулта тăнă вăл. Тăватă уйăх çурă Туркменири Теджен хулинче вĕренỹре пулнă. Ют çĕршывра — Баграмри 108-мĕш дивизин 781-мĕш уйрăм разведка батальонĕн взвод командирĕн заместителĕ.

«Пурăнмалли вырăн — палатка. Йĕри-тавра пуш хир, хăйăр. Тĕве курăкĕсĕр пуçне урăх нимĕнле ỹсен-тăран та курăнмасть. Час-часах хăйăр тăманĕ — «афганец» — хупласа илетчĕ. Пирĕн патри юр-тăманран нимĕнпе те кая мар: кĕрсе тухман шăтăк, вырăн хăвармастчĕ», — Славăра унти «пейзаж» çапларах сăнланнă.

Çапăçури самантсем çинчен каласа пама ыйтсан пĕлĕшĕн чĕлхи таçта кайса çĕтрĕ. Пĕр пулăма кăна кĕскен çапла уçса пачĕ вăл: «Черетлĕ рейда тухнăччĕ. Тем самантран иçĕм çырли лаптăкĕнчен пеме пуçларĕç. Эпир, 12-н, тĕрлĕ вырăна сапаланса хирĕç пеме тытăнтăмăр. Душмансен тапăнăвне чартăмăр».

Кĕçĕн командир нумай операцие, рейда хутшăннине, уйрăмах Ахмад шах Масуд ертсе пынă çар ушкăнĕсене хирĕç çапăçнине те юлташĕсем каласа панинчен пĕлетпĕр. Мĕн тăвăн, сăпайлăх.

Вячеслав Павлов аслă сержант 1982 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче салтак службине вĕçленĕ. Уявсенче, тĕрлĕ мероприятире вăл «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена, «Хăюлăхшăн», «Вăрçăри паттăрлăхшăн» тата ытти медале çакса тухать. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çар командованийĕ янă çыру та тупра вырăнне паян.

Ĕнерхи салтак шкул ачисемпе паттăрлăх урокĕсем ирттерессине те мала хурать. Вулавăшсенчи тĕл пулусенче те кĕтнĕ хăна. Хĕрỹ точкăра пулнă ветерансемпе вĕсен çемйисен Елчĕкре иртнĕ сакăр спартакиадине (канаш председателĕ Петр Анисимов) йĕркелессине те пысăк тỹпе хывнă. Спонсор та, участник та, судья та. И.Кашаев тата В.Яковлев ертсе пыракан республикăри обществăлла организацисен ĕçне активлă хутшăнать.

Çарта туптаннă туслăх — ĕмĕре. Çакна никам та хирĕçлеймĕ. Слава Чăваш Енри нумай шуравипе тачă çыхăнура, Мордовире, Тутарстанра та пур вĕсем. Вăл каласа панă пĕр тĕслĕхе çутатасах килет.

Афганистанран таврăнсан Славăн Тăвай районĕн ачипе çыхăну тăруках татăлать. Вăл лăпланмасть, тĕрлĕ каналпа усă курса шырать ăна. Лешĕ çар училищи пĕтерсе тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă. Полковника çити ỹснĕ. Çурçĕр Кавказ вăрçинче танкпа мина çинче сирпĕннĕ, йывăр аманнă. Вячеслав Александрович юлташне 40 çултан шыраса тупнă! Вăт ăçта вăл сăпайлă арçыннăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ е ытларах та — çынлăхĕ.

…Çывăх çыннисен — мăшăрĕн Светлана Аркадьевнăн, амăшĕн Василиса Федоровнăн, ывăлĕсен — Дмитрийпе Александрăн тата тăватă мăнукĕн ăнланăвĕ, хавхалантарăвĕ ăна куллен вăй парса тăрать.

«Юлташне 40 çултан шыраса тупнă! Вăт ăçта вăл сăпайлă арçыннăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ е ытларах та — çынлăхĕ»

Николай МАЛЫШКИН.

Шупашкар-Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code