
Турă панă кашни кун — асамлă парне.
Чĕререн савăнса йышăнма пултарсан.
Шурăмпуç çутипе вăрансан ирхине,
Çăлтăрсен вăййине каçсерен курайсан…
Ольга Савинован «Пурнăç — пысăк карап» сăввинчи йĕркесем кусем. Кĕнеки, «Чунри сỹнми кăвайтăм» ятпа, нумаях пулмасть кун çути курнă. Унăн презентацийĕ Чăваш наци библиотекинче иртрĕ.
Ольăн поэзи çулĕпе утас кăмăл-туйăмĕ питĕ ир вăраннă: çичĕ çултах амăшне халалласа «Анне валли» икĕ çаврăмлă сăвă çырнă. Кĕнеке шăпах çак хайлавпа уçăлать те. Сăпайлă, тимлĕ те тĕплĕ хĕр ача аслă классенче вĕреннĕ тапхăрсенче район хаçатне заметкăсем çырсах тăратчĕ. Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ илнĕ çулсенче унри пултарулăх тĕшшине çимĕçе çавăрма Надежда Кругловăпа Вера Воронова вĕрентекенсем сахал мар тăрăшнă.
Ольга районти, республикăри конкурссене тăтăшах хутшăннă, призлă вырăнсене йышăннă. «Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» конкурс иртрĕ, — аса илет вăл. — Пĕтĕмлетỹ кунне çитрĕм, анчах ман ĕçсем çухалнă. Мана çавăн чухне вырăн памарĕç. Валерий Туркай блокнот çине алă пусса панăччĕ: «Ольга Владимирова, тăрăш! Тăрăшсан — пулать». Çак сăмахсем чĕрене те, пуçа та ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕç».
«Чунри сỹнми кăвайтăм» кăларăмри тема — пурнăç, атте-анне, Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи. Пĕтĕмпе 68 сăвă. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă ярăм та тĕп вырăнта. Унсăр пуçне авторăн сăввисемпе хывнă 26 юрă. Вĕсенчен пĕрне, «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» юрра, ентеше, Паттăрлăх орденĕн кавалерне Алексей Егорова («Лютый») халалланă. Типшĕм Сашук юрăç ăна халăх умне кăларнă ĕнтĕ.
Ольга Николаевнăна, хăй каланă тăрăх, пурнăçра Александрсем çул уçса пыраççĕ: тетĕшĕ, мăшăрĕ, Павлов композитор, Васильевпа Егоров (Типшĕм Сашук) юрăçсем.
«Пурнăç мана тĕлĕнмелле пысăк чĕреллĕ, таса чунлă çынсемпе паллаштарать, — кăмăлне уçать Ольга Николаевна. — Шутлатăп, ку ăнсăртран пулчĕ тетĕп, пурнăç вара ку тĕнчере нимĕн те ахальтен маррине çирĕплетет».
Александр Павлов унăн сăввисемпе паллашнă та: «Хальччен мĕншĕн читлĕхре пурăннă?», — тенĕ ăна. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕн ĕçĕн ăнăçлăхĕ те куç кĕрет — кĕнекере 15 юрра вырăн панă. Вĕсем пурнăç çине автор куçĕпе пăхма, унăн кăмăлне туйма тата унпа çывăхрах паллашма пулăшаççĕ. Тĕл пулура ăш пиллĕ юрăсене тулли зала Денис Антипов, Оксана Степанова, Анжелика тата ыттисем çитерчĕç.
Юрату, ырату, пурнăç çинчен шухăшлани, ытти çын туйăмне чĕре витĕр кăларни, вĕсемпе пĕрле савăнни тата хурланни… Пурте çак кĕнекере! Автор хăйĕн нумай «ачине» (сăввисене ытарлăн çапла палăртать. — ред.) пăхмасăр, чуна витермелле каларĕ. Пушăлăх çук вĕсенче. Шухăшĕсем таса, уçăмлă, ытарлă. Чĕре таппи кĕвĕлесе шăратнă йĕркесен сасси, чун вĕçевĕ, ирĕклĕхĕ. «Шывсăр пулă пурăнаймасть, эпĕ те пултарулăхсăр пурăнаймăп».
Ĕмĕте пурнăçлас тесе кунран-кун малалла утнă тапхăрта кайăк евĕр çỹлелле вĕçсе хăпарнă е çунатсем усăннă самантсем те пĕрре мар пулнă Ольгăн. Апла пулсан та малалла ăнтăлас туртăмне çухатман вăл. Кунта пултарулăхри юлташĕсен, ĕçтешĕсен, паллах, амăшĕн тĕревĕ вырăнлă пулнă. Кĕнекене ашшĕпе амăшне, Николай Васильевичпа Валентина Алексеевнăна, халаллани ахальтен мар.
Ольга Савиновăн ĕçĕпе паллашатăн та, çут тĕнче вăраннă вăхăтра — асамлă çурхи кунсем тавралăха ачашласа лăпканă чухне пиçме лартнă сăвăсен пуххи тесе пахалас килет. Юратупа ырату алран-ал тытăнса пĕр çулпа чупаççĕ кашни сăвă йĕркинче. Пĕр-пĕринчен вĕри хăват илсе хĕмленсе çунаççĕ вĕсем: чуна пĕрре ăшăтаççĕ, тепре сивĕ çумăр айне лекнĕ евĕр шăнтаççĕ, тарăн шухăша путараççĕ, тахçанах маннă туйăмсене аса илме хистеççĕ…
Хăтлав тапхăрĕнче çĕнĕ кĕнекен содержанине те, авторăн пултарулăхне те хаклакансем йышлă пулчĕç. Вăл хăй енчен куллен хавхалантарса, пулăшса пыракансене тав сăмахĕсем каларĕ, парнесемпе чысларĕ.
«Чунри сỹнми кăвайтăм» хальлĕхе округри вулавăшсене çитеймен-ха. Çывăх кунсенче унпа паллашма çеç мар, авторĕпе тĕл пулма та май килĕ. Хальлĕхе шухăшăмăра çапла вĕçлер: кĕнекен кашни сăмахĕнче, кашни йĕркинче — Ольга Савиновăн чунĕ, иксĕлми юратăвĕ упранать. Ăна поэзин анлă çулĕ çинче пĕр такăнмасăр, хăюллăн малалла талпăнма ырă сунас килет.
КĔСКЕ СПРАВКА
Ольга Савинова (Владимирова) 1986 çулта Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти 9 çул, Курнавăшри вăтам шкулсенчен, Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай çул банк тытăмĕнче вăй хунă. Паянхи кун Чăваш Ен наци телевиденийĕнче тĕп редактор пулса ĕçлет, хыпарсен кăларăмне тата тĕрлĕ программа ертсе пырать.

