Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрату юраттарать те…

Юрату юраттарать те…

КАЛАВ

Малалли. Пуçламăшĕ 42, 43-мĕш номерсенче.

Каç енне килти телефон янраттарса ярсан, унпа халĕ питех шăнкăравламаççĕ те, ытларах карас телефонĕ алăра, Евгения шартах сикрĕ.

— Мĕн те пулин сиксе тухнах Серафимпа? — хăвăртрах трубкăна ярса тытрĕ вăл.

— Ырă каç. Эсир Серафим Скворцова паллатăр-и? — ыйтрĕ хулăн саслă арçын асăрханнăн.

— Паллатăп, ман упăшка вăл, — аран сас пачĕ хĕрарăм.

Вăл больницăра выртать. Паян тăна кĕчĕ.

— Мĕн пулнă ăна?

— Çамрăксем хĕненĕ, тет.

Мăшăрĕ хулари хăш больницăра выртнине пĕлсен Евгения часах унта пуçтарăнчĕ. Чи малтанах сумкăна больницăра выртмалли тумсем, гигиена япалисем чикрĕ. Хăйсенчен инçех мар, чаплă хваттерсенче уйрăм пурăнакан хĕрĕсене те усал хыпара пĕлтерчĕ.

— Анне, ан васка, ачасене ашшĕсемпе хăваратпăр та пыратпăр, — терĕç иккĕшĕ те.

Васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăна мĕн вăхăтра çитнине те сиссе юлаймарĕ хĕрарăм.

— Тăна кĕрсен реанимацинчен хирурги уйрăмне куçартăмăр, — ăшталанчĕ шурă халатлă сиплевçĕ.

Амăшĕпе хĕрĕсем палатăна кĕчĕç те — тăруках палласа та илеймерĕç çывăх çыннине, пуçне, алли-урине шурă бинтпа йăваласа пĕтернĕ. Юн сăрхăнса çиеле тухнă.

— Мĕн пулчĕ? — пĕрремĕш ыйту пулчĕ хĕрарăмсен.

— Нимĕн те астумастăп, — теме çеç пултарчĕ арçын пуçласа арăмĕн куçĕнчен пăхма вăтанса.

— Пурте йĕркеллĕ пулĕ. Юрать, шăмму-шакку ванман, хуçăлман, — тесе йăпатаççĕ хĕрĕсем те.

Упăшки самайланиччен ун кравачĕ умĕнчен пăрăнмарĕ хĕрарăм. Çĕр каçма кăна хваттере кайрĕ. Хăй тĕллĕн утса çỹреме тытăнсан та больницăна куллен килсе çỹрерĕ.

Пĕр уйăх ытла выртрĕ Серафим больницăра. Кĕлеткери сурансем майĕпен çухалчĕç темелле, анчах пуçĕ урăм-сурăм, пĕр чарăнми шавларĕ, вăхăтăн-вăхăтăн мечĕк пек пăлтăр-пăлтăр çаврăннăн туйăнчĕ. Шурă-сарă тĕссемпе сăрланă маччапа стенана куç илмесĕр сăнаса выртнă чухне кун-çул утти куç умĕнчен каймарĕ унăн. Халĕччен нихăçан та хăй утса тухнă çулсене аса илесси шухăша кĕмен. Халĕ, акă, ыратупа тулнă çан-çурăм чĕпĕтсе сỹлетсенех, куç умне пĕр ỹкерчĕкрен тепĕр ỹкерчĕк каçалăк евĕр тăсăлаççĕ те тăсăлаççĕ.

… Серафим йышлă та туслă çемьере ỹссе çитĕнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ, лăпкă кăмăллă та ĕçшĕн çунакан харсăр хресченсем, ĕмĕрĕпе колхозра пиçĕхнĕ. Хăйсене, «вăрçă ачисене», çичĕ класс çеç пĕтерме тивнĕрен, кашни ачине ятарлă професси илтерессишĕн ăнтăлнă.

— Вĕренни яланах çутă, вĕренменни — тĕттĕм, — теме юрататчĕ ашшĕ пĕрмаях.

Çичĕ класс çеç пĕтерсен те пуçĕ аван ĕçлетчĕ ашшĕн. Уйрăмах шут ĕçне лайăх тăнкаратчĕ.

Кас ачисем амăшĕсемпе юнашар тăрса пай çинче çум çумлатчĕç, таккатчĕç, Николай Скворцов вара, ывăлĕсем ачаран техникăпа кăсăкланччăр тесе, вĕсене бригадирпа калаçса трактор е автомашина çине грузчике вырнаçтаратчĕ. Аслисем иккĕшĕ инженерта тăрăшаççĕ. Виççĕмĕшĕ те пурнăçне ялпа çыхăнтарчĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухрĕ те агрономра вăй хурать. Кĕçĕннисем, хĕрсем, кỹршĕ ял ачисене качча тухнă. Учительсем.

Серафим ытларах тĕрĕс наукăна кăмăлларĕ. Сакăр класс хыççăнах Вăрнара бухгалтера вĕренме вĕçтерчĕ. Аслисем пек мазутпа та çăрăлмĕ, хĕвел çинче те пиçĕхмĕ.

— Колхозра бухгалтерсем хĕрарăмсем, тĕрĕс суйласа илетĕн-и профессине? — иккĕленчĕ ун чухне ашшĕ.

— Тĕрĕсех, арçын-бухгалтер халĕччен пулман ялта, эпĕ пĕрремĕш, — çирĕппĕн татса хучĕ вăл патварланса.

Малтанах Серафим ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илчĕ. «Экономика тата бухгалтери учечĕ» енĕпе ăс пухрĕ. Пĕрле вĕренекенсем хушшинче — пĕртен-пĕр каччă. Чăхсем хушшинчи пĕр автан киккирикне хăпартлантарчĕ çав. Пĕр курсри хĕрсенчен ун аллине çакланманни сахаллăнччĕ. Вĕсемпе кăна çырлахмарĕ. Агронома вĕренекенсем иккĕмĕш хутра пурăнатчĕç те, чỹречесем урлă кĕрсе вĕсем патĕнче те çĕр каçатчĕ.

Ытарайми çамрăклăх! Шухă каччă хăйĕн пỹлĕмне вĕренме каймалли вăхăт çитсен кăна таврăнчĕ. Хĕр ытамĕнче йĕкĕтĕн ыйхи тутлă çав. Тута хăпарса тухиччен чуптуса тул çутăлнине сисместĕн те. Темле çирĕп вахтерпа воспитатель те сыхласа çитерейместчĕç чарусăрскере. Хула хĕрĕсем те япшар чĕлхеллĕ ял ачинчен ютшăнмастчĕç-çке. Хăйма çисе якалнă кушак аçи евĕр çỹрерĕ яш каччă.

— Нихăшне те кỹрентермен. Ирĕксĕрлемен. Пĕрремĕш юратăвăн сĕткенлĕхĕ килĕшнех пулĕ ашшĕ-амăшĕ йăвинчен тухса кăштах тĕкленнĕ чиперуксене, — теме юрататчĕ Серафим юлташĕсемпе юптарса калаçса ларнă вăхăтра аскăнчăклăхне аса илсе.

Техникумран вĕренсе тухсан ăна Совет Çарне илчĕç. Унта писарьте ларса икĕ çул иртнине сисмерĕ. Юлташĕсем тĕрлĕ çĕрте çĕршыв чиккисене сыхлаççĕ, вăл Мускав облаçĕнчи чаçре служба ирттерчĕ. Увольненинче паллашнă хула хĕрĕсем килсех çỹретчĕç те, кунта та «типĕ» тытман.

Тăван енрен те юратуллăн шăрçалакан çырусем илсех тăратчĕ.

— Эсĕ çартан килсенех пĕрлешĕпĕр. Отпускра чухне тĕл пулнă каçсем асран тухмаççĕ манăн, — çырчĕ пĕри те тепри.

Серафимăн авланас шухăш пачах та кĕмен-ха пуçне, унăн малалла вĕренмелле. Аслă пĕлỹ илмелле.

— Серафимушка, манăн çие юлнă. Эсĕ тепĕр çулталăксăр та салтак тумне хываймастăн. Мĕн тумалла? — çырчĕ кỹршĕ ял хĕрĕ.

Унпа пĕр каç кăна тĕл пулнăччĕ-ха вăл.

— Ăçтан тупнă вăл унăн адресне? Иçмасса, ятне те, сăнне те лайăх астумастăп, — тулашрĕ салтак палламан почеркпа çырнă çырăва илсенех. Ирĕксĕрех хурав яма тиврĕ.

— Эпĕ санăн пĕрремĕш пулман. Лайăх йĕкĕт туп та качча тух. Эпĕ яла таврăнмастăп. Мускаврах юлатăп, — кĕскен хуравларĕ каччă ирĕксĕртен.

Чылай çырăва вуласа тухсанах çурса пăрахрĕ. Кашнине хурав парса пĕтереймĕн. Отпускра е çул çинче паллашнă каччăн чĕри кăштах ĕçнĕ хыççăн пластик савăтра упранакан сăра пекех часах сĕвĕрĕлет.

Нумай хĕрпе çывăхланса курнăран таса юрату туйăмне ăнлансах çитереймест-ха каччă.

— Турă çырнине тĕл пулайман-ха эпĕ. Вăл манăн чи-чи лайăххи, кĕленче пек таси, анне пек сăпайли пулĕ, — ĕмĕтпе çунатланчĕ вылянчăк кăмăллă яш.

Çурхи илемлĕ кун, йывăçсем пĕрремĕш папкисене кăларнă вăхăтра, салтакран таврăнчĕ Серафим. Кăкăрĕ тулли значок. Кĕçĕн сержант званиллĕ. Капăртатса мухтанмалăх пурах. Вăр-варскер Канаш вокзалĕнчен тăван ял еннелле каякан автобус çине çунат сарнăн кĕрсе ларчĕ. Рейслă автобус Шупашкартан килет.

Чугун çуллă хуларан ларакансем виççĕн кăна. Иккĕшĕ, аван çулланнă хĕрарăмсем, пирĕн тăрăхри çынсем пек курăнмаççĕ. Серафимсен район центрне — Кавала — кăна каяççĕ иккен. Патвар салтакăн вара юлашки чарăнура — Мăнтăрта — анмалла. Пĕр сехет иртет çул çинче.

Билетпа килĕшỹллĕн малти ларкăч çине вырнаçрĕ йĕкĕт. Меллĕ тееймĕн ку вырăна, хыçалти çынсене пăхса пымалла. Ытти чухне шыв сыпса пыма хăнăхманскер хальхинче шăпăрт пычĕ. Ватăсемпе те, çамрăксемпе те сăмах улăштарас темерĕ.

Автобус малалла ыткăннă май çут çанталăк чĕрĕлме пуçланă вăхăтпа киленсе пычĕ. Кашни чарăнура пĕри анать, тепри ларать. Кавалти чарăнура шкул ачи ларчĕ.

— Мăнтăра çитиччен, — водителе укçа тăсрĕ çỹхе симĕс пальто тăхăннă, пуçне илемлĕ шаль тутăр çыхнă хĕр ача.

«Енчен те пирĕн яла каять пулсан, Мăнтăрсемех ĕнтĕ. Камсен хĕрĕ-ши? Пит илемлĕ çеçке çитĕнет ялта», — куç илмерĕ салтак унран.

Сăмах пуçарма хатĕр вăл, анчах шкул ачипе мĕнех калаçĕ?

— Миçемĕш класра вĕренетĕн-ха эсĕ, маттурскер? — сăмах пуçарчĕ Серафим.

— Çиччĕмĕшĕнче.

— Ялти шкултах апла?

— Аха.

Калаçу самантлăха татăлчĕ.

— Эпĕ сире пĕлетĕп. Эсир Вова тетепе пĕр класра вĕреннĕ, — ун çумĕнче пушă пулнăран сумкине хунă май малалла пуплерĕ хĕр ача.

— Эп сана паллаймарăм. Камсен эсĕ?

— Кăсăя Кулисен.

— А-а-а. Аппупа тетỹне паллатăп.

— Пирĕн пек шĕвĕрккесене ăçтан паллайăр ĕнтĕ?

— Хитре хĕр çитĕнет Куля пиччен, — куç илмерĕ хĕр ачаран салтак.

— Салтак форми питĕ килĕшет вара сире, — çухалса каймарĕ хĕр пĕрчи.

Шкул ачипе ун-кун çинчен калаçса пырса кỹршĕ ял вĕçне çитнине сиссе юлаймарĕ Серафим. Унтан тăван яла тата икĕ çухрăма яхăн утмалла. Каччă хăйĕн пĕчĕк чăматанĕпе пĕрле хĕр ачан сумкине те йăтрĕ.

Ирхине çеç çумăр çуса иртнĕрен çул пылчăклă. Пысăк автомашина çăрса кайса тем тарăнăш урапа йĕрĕ хăварнă. Ентешсем аслă çул хĕррипе, кăштах кăна симĕс курăк тухнă ансăр сукмакпа, утрĕç. Вăш-ваш утакан салтак хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕ Анна.

— Васкамаллах. Авă, вăйлă çил тухрĕ. Турхан енчен хура пĕлĕтсем шăваççĕ. Пĕрре те çурхи çумăр айне пулас килмест манăн, — пуплерĕ салтак малалла ыткăнса.

— Манăн та çумăра лекес килмест. Эсир хытă утăр, эпĕ юлмастăп, — терĕ хĕр ача çирĕппĕн ял еннелле талпăнса.

Яла кĕрсен Анна Турикаса, Серафим Анаткаса васкаса уттарчĕç.

— Аппупа тетỹне салам калама ан ман унта. Паян клубра тĕл пулăп-ха вĕсене, — терĕ Серафим хĕр ача çине ытарлăн та ăшшăн тинкерсе. Унтан частарах килне çитес тесе утăмне тата хăвăртлатрĕ.

Икĕ çул салтакри йĕркепе çирĕпленсе, якалса килекен каччă хĕр ачапа калаçса утнă майăн хăйĕнче çуркуннен малтанхи кунĕсем пек ăшă кỹрекен ăнланмалла мар ырă туйăм вăраннине сисрĕ. Хăйне евĕрлĕ черченкĕ те асамлă, чĕрене хĕмлентерекен çепĕç те çунатлă туйăм, хальччен туйманни. Шкул ачин хитре хăмăр, пысăк куçĕсем, аслă çын пек кашни сăмаха пĕлсе, шухăшласа пуплекен, ăна ĕненсе куçран çивĕч тинкерекен Аннăна каярахпа часах тĕл пулаймарĕ. Çапах та хушăран-хушă тĕлĕксене килчĕ те килчĕ çав илемлĕ те черченкĕ хĕр ача.

— Эх, тăмсай, мĕскер эпĕ? Ачапча вĕт вăл, — шалти ырăлăхĕпе хирĕлчĕ каччă.

Салтак тумне хывсан килте нумай тытăнса тăмарĕ Серафим, район центрне хăйĕн юратнă профессийĕпе ĕçе вырнаçрĕ. Пукан çинче лармалли ĕç. Шут ĕçне тивĕçлĕ пурнăçласан шик шăхăрса пурăнатăн. Çамрăк бухгалтер Кавалтан чылай инçетре вырнаçнă Мăнтăра тăтăшах çỹремерĕ. Салтак тумне хывнă специалиста общежитинче пỹлĕм уйăрчĕç. Икĕ вырăнлăскер самаях пысăк. Тепĕр каччи, Мăратран. Вăл ВЛКСМ райкомĕнче тăрăшать.

Каччăн куштанлăхĕ хăйĕнчен малта пырать. Пуринчен ытла вăл хăйне юратать. Кунсем, уйăхсем хăш вăхăтра çĕмĕрттерсе иртнине ăнланмасăр пĕр шухăшсăр иртрĕ яшлăхĕ. Яла чунĕ туртмарĕ. Ашшĕпе амăшне кил хушшинче пулăшма вăтам шкулта вĕренекен йăмăкĕсем пур. Ватăсем хăйсем те аптăрамаççĕ. Арçыннăн çирĕп алли кирлĕ пулсан пиччĕшĕн çемйи те хăйсенчен инçе пурăнмасть. Серафим аслă пĕлỹ илес ĕмĕтпе хавхаланчĕ. Вара Шупашкарти ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕчĕ.

— Очнах кĕмеллеччĕ, — терĕ çĕнĕ хыпара илтнĕ ашшĕ ун чухне.

— Мĕн, салтакран килнĕ услап, сирĕн ĕнсе çинче ларас-им? Ĕçлетĕп те, вĕренетĕп те, — терĕ вăл килтисене пат татса.

Ывăлĕн сăмахĕсемпе килĕшет ашшĕ. Чăннипех те ĕнер парта хушшинчен тухнă ача мар Серафим. Теприсем ун çулĕнче, çирĕмре, çемье çавăраççĕ.

Район центрĕнче тăрăшакан йĕкĕтĕн (ара, ялтан хăпса тухнă вĕт) вĕçкĕнленесси ỹссех пычĕ. Хăйсен тăрăхĕнче чапа тухнă каларăша:

— Мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пул, — тенине мала хучĕ вăл.

Каллех çавра çиллĕ пурнăçпа киленчĕ. Çавăрттарчĕ вăл хĕрсене те, арăмсене те тиркемерĕ.

Ỹстерсе калаçасси, хăйĕнчен хăюсăртараххине куçранах мĕскĕнлетесси, хура ĕçре тăрăшакансенчен йĕрĕнесси пур çав унăн. Пĕр урамра çитĕннĕ ача-пăчаран чи чăнки-çке вăл. Уй-хир тусанĕпе трактор хăваламасть, ферма шăрши кĕмест, мазутпа вараланмасть. Аллисем хирургăнни пек тап-таса.

Район центрĕнче ĕçленĕçемĕн мăн кăмăллăхĕ те ỹссе пычĕ. Пуçне каçăртакан каччă çăмарта пек çавран калаçнăран-ши, общежитие пырса çỹрекенсем те тупăнаççĕ. Пĕве кĕнисем çилĕм пек çыпçăннине ăнланмалла — качча каясшăн, анчах мĕн çитмест-ши упăшкаллă арăмсене?! Хĕр чухне Серафимпа тĕл пулнă каçсене аса илме пыраççĕ пулинех.

— Вăхăтлăх йăпанма кăна кирлĕ кусем, арăм ман сирĕн йышши пулмĕ. Хĕрарăм чысне упракан кирлĕ мана. Тульккăш эсир мар, — тăтăшах калаçрĕ вăл тантăшĕсене ăсатса ярсанах.

Пĕринче хыр вăрманĕ хĕрринче вырнаçнă капмар организаци умне ватă арçын чарăнчĕ. Çийĕнче фуфайка, пуçĕнче шупкаланнă мулкач çĕлĕкĕ, уринче кĕске çăм атă. Шăлаварĕ кивĕрех пулсан та, таса. Инçе çула тухнăскер одеколонпа сапăнни те паллă.

Кăштах ăшăтсанах лупас тăрринчи хĕç тимĕре сăрлас тесе ятарласа сăрăсем туянма килнĕ Микуль тете райцентра. Пĕр килнĕ чухне ывăлĕпе тĕл пулса калаçас тенĕ. Серафим кану кунĕсенче те киле пырса çỹреме пăрахрĕ. Пĕр уйăх та иртрĕ. Хăть хăйне курас. Мĕнле пурăнннине пĕлес килет ашшĕн.

— Çакăнта ĕçлет-ши Серафим Николаевич? — ыйтрĕ вăл УАЗ автомашинăран анса юлнă арçынран.

— Кунта, кунта. Малалла иртĕр, тепĕр вĕçĕнчи алăк патнех утăр, — кăмăллăн ăсатрĕ ăна çулланнă арçын.

Алăка майĕпен шаккаса пуçне кăтартрĕ Микуль тете.

— Эс мĕн туса çỹрен тата кунта? — кабинетра виçĕ хĕрарăм хушшинче ларакан Серафим ура çине тăрса тỹрех алăк патне вашлатрĕ.

— Района килнĕччĕ те… — лăпкăн хуравларĕ арçын.

Серафим ашшĕне хăвăртрах коридортан картишне çавăтса тухрĕ:

— Ман пата мĕн тума килнĕ эсĕ? Кунта интеллигентсем лараççĕ, сан пек фуфайка тăхăннисем мар, — шăпăртрах калаçас тесен те хыттăн тухрĕç ывăлĕн сăмахĕсем.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Малалли çитес номерте.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code