Чăваш Енри бизнес-инкубатор пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли майсене анлăлатать.
Организацире предприниматель ĕçĕ-хĕлне аталантарассипе çыхăннă куçа-куçăн иртекен пĕрремĕш вĕрентỹ курсне йĕркеленĕ. Çичĕ эрнене тăсăлакан «Суту-илỹ тытăмне йĕркелесси» квалификацие ỹстермелли курс хăйĕн ĕçне пуçăннă та ĕнтĕ. Пĕрремĕш юхăмри занятисене тĕрлĕ сферăра ĕçлекен предпринимательсем хутшăннă: тумтир çĕлекенсемпе алăк хатĕрлекенсем, онлайн мелĕпе ваккăн суту-илỹ тăвакансем, бухгалтери аутсорсингĕ (бухгалтери ĕçĕ-хĕлне ятарлă организацине е уйрăм специалиста явăçтарасси), сад юлташлăхĕ йĕркелекенсем… Çак тапхăрта вĕсем предприниматель тата бизнес-интегратор Александр Тарасов ертсе пынипе суту-илĕве тухăçлăн пурнăçламалли мелсене тишкерсе ĕçе кĕртме вĕренĕç. Программа вĕçленнĕ хыççăн предпринимательсем квалификацие ỹстерни çинчен удостоверени алла илĕç.

