Округри спорт керменĕнче алă вăйĕ виçекенсем те хăйсем хушшинче вăйлисене палăртнă.
Шкул ачисем çичĕ виçе категорийĕнче тупăшнă. Чи нумай призлă вырăн Елчĕксен — 13, çав шутран «ылтăнли» — 8. Çирĕклĕ Шăхальсен ултă медалистран 3-шĕ пĕрремĕш позицире. Кушкăсен — 6 призер, 1 çĕнтерỹçĕ…
Армрестлинг спорчĕн округри федерацине чылай çул спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Солин ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех çулсерен çỹллĕ шайра ирттереççĕ ăмăртусене, спортсменсем округ тулашĕнче те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

