халăхсем хушшинчи конкурсăн регионти тапхăрне Канаш епархийĕ 22-мĕш хут йĕркеленĕ.
Икĕ ỹсĕмре ирттернĕ сăрă ăстисен пултарулăх тупăшăвĕнче пирĕн округри шкул ачисем те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Экспертсем «Тĕп тематика» номинацире Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăха алла илекен Михаил Муратовăн «Пирĕн пуласлăх — пĕрлĕхре», унăн аппăшĕн, Марийăн, «Мăнастирти шăплăх», Елчĕкри культура керменне кружока çỹрекен Мария Николаевăн «Эпир — пĕр çемье» ĕçĕсене пысăк хак панă.
М.Николаева çавăн пекех «Фарфор çинчи ỹкерчĕк» номинацире те çĕнтернĕ. Ентешсен ĕçĕсене конкурсăн юлашки тапхăрне — Раççей шайне тăратнă.

