Вулакан пĕлет ĕнтĕ: 2027 çулта Елчĕк районне туса хунăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Çавăн пекех çитес çул пирĕн округра Республика кунĕ те иртĕ.
Асăннă событисене паллă тăвас тĕлĕшпе чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Вĕсенчен пĕри — муниципалитетăн энциклопедине хатĕрлесе кăларасси. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ку ĕçпе тимлекенсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулнă май, халĕ тепĕр тапхăра — материалсене редакцилеме пуçăнмаллине пĕлтернĕ. Кунта ĕнтĕ яваплă çынсем кашни текста тимлĕн тишкерĕç, сăн ỹкерчĕксен пахалăхĕ те тĕп вырăнта пулĕ.

