Елчĕкри «Улăп» ФОКра округри спорт кĕрешĕвĕн атлечĕсене асăнса çамрăксен уçă турнирне ирттернĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Гаврилов тата ыттисем саламланă.
Унта республикăри 9 хулапа округран, çавăн пекех Ульяновск, Пенза облаçĕсенчен, Мари Эл республикинчен 150 ытла спортсмен хутшăннă. Пирĕн округран пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине Богдан Сметанин (Лаш Таяпа), Михаил Миллин (Елчĕк), Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) хăпарма тивĕçнĕ. Аслă Елчĕкри Богдан Казначеев 3-мĕш картлашка çинче чарăннă, ăнах «Çĕнтерме ăнтăлнăшăн» призпа хавхалантарнă. М.Миллин чаплă кĕрешнине пĕлетпĕр те, вăл — куракансен призне çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех Шупашкарта пурăнакан Андрейпе Иван Алексеевсем те (йăх-тымарĕ Тăрăм ялĕнчен) ăнăçлă кĕрешнине палăртмалла: вĕсем — 2-мĕш.
Уçă турнира йĕркелесе ирттерме, мала тухнисене парнесемпе тивĕçтерме яланхиллех «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд пысăк тỹпе хывнă.

