Çĕнĕ Эйпеçри Виктория Романова çамрăк юрăçпа тĕл пулса калаçнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Шăпчăк сассиллĕ хĕр ача çинчен вулакансене тÿрех пĕлтерме май килмерĕ. Унăн пултарулăхĕпе интересленсех тăратăп, маттурскерĕн çунатлă пуласлăхне, хитре, хăйне евĕрлĕ сассипе халăх юррисем шăрантарса Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те палăрасса çав тери шанатăп.
Лара-тăра пĕлменскер
Кăçалхи ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Вика Мускав хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Тĕп хулан çăлтăрĕсем» халăхсем хушшинчи саккăрмĕш фестиваль-конкурсне хутшăнчĕ. Романовсем çĕршывăн тĕп хулине çемйипех кайса килчĕç. 81 çулхи Альбина Афанасьевнăна та килте пĕччен хăвармарĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Виктория тĕп хуламăрти конкурсран «Вокал. Халăх юрри» номинацире II степень лауреат пулса таврăнчĕ. Ку çĕршыв шайĕнчи пĕрремĕш ÿсĕм мар-ха унăн, маларах та вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăннă.
Вика Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренет. Эрнере икĕ кун Елчĕкри искусство шкулне юрлас, ÿкерес ăсталăха ÿстерме çÿрет. Ытти чухне уроксем хыççăн тÿрех килне васкать. Унпа пупленĕ май хăйне мĕнле тытнине сăнатăн, хитре те сăнарлă калаçăвĕнчен тĕлĕнсе те савăнса пыратăн. Вунă çулхи хĕр ача ăслă та тарăн шухăшласа калаçни, хăйпе пулса иртнине пăхмасăр сăвă вуланă пек, çурхи шыв юххине аса илтерекен янăравлă та уçă сасăпа каласа пани, çав вăхăтра ăшă хăмăр куçĕсем чĕррĕн çиçни кăмăла çĕклерĕ.
Уроксем хыççăн Викăпа килне васкатпăр. Пире кукамăшĕ, Альбина Афанасьевна, ăшшăн кĕтсе илчĕ. Хĕр ачан амăшĕ, Наталия Юрьевна, ĕçре. Вăл Елчĕкри почтамтра пуçлăх çумĕнче тăрăшать. Хăй вăхăтĕнче аслă шкулта физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Шăпа ăна районти почта çыхăну уйрăмне илсе çитернĕ. Склад заведующийĕнчен пуçлăх çумĕн пуканне йышăннă. Çĕнĕ Эйпеçри Романовсем çивĕч ăс-тăнлă та харсăр йăхран. Шăпах вĕсен йăх-несĕлне малалла тăсаканĕ те Вика: пур енĕпе те çивĕч, йăрă, интересĕсем тĕрлĕ енлĕ.
– Эпĕ садик ачи пулман. Килте кукамайпа ларнă, – тет вăл эпĕ унпа ятарласа паллашма килнине пĕлтерсен.
Ялта ача сачĕ çуккипе мар, урăх сăлтавпа. Шăпах Вика çулталăкран иртсен кукамăшĕ инсультпа чирлет. 18 çул кĕçĕн классен учителĕнче, унтан библиотекарьте ĕçлесе пенсие тухнă 71 çулхи хĕрарăм ачисем пулăшнипе чире парăнтарать, çĕнĕрен тенĕ пек вулама, çырма, лайăх калаçма хăнăхать. Вика кукамăшĕ тăвакан упражненисене курса ÿснĕрен, ун пек хăтланать, икĕ çул иртсенех сас паллисене паллама пуçлать.
Вăхăт иртнĕçемĕн лара-тăра пĕлмен мăнукне кукамăшĕ халăх юррисемпе паллаштарнă, сăвăсем пăхмасăр калама вĕрентнĕ. Ÿсерехпе вара пĕчĕкрен пысăк тавра курăмĕпе палăракан ачана амăшĕ вĕтĕ шăрçасем туянса панă, тимлĕ пултăр, пĕр вырăнта ларма хăнăхтăр тесе тĕрлеме вĕрентнĕ, пазлсем пуçтарттарнă.
– Акă манăн пĕрремĕш ĕç – йытă çури, – хăйĕн пирвайхи тĕррине кăтартрĕ хĕр ача.
Унăн вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ÿкерчĕксем сахал мар. Пирвайхи ĕçĕсене амăшĕпе, кукамăшĕпе пĕрле тĕрленĕ, вĕсене стена çине типтерлĕн çакса хунă.
Пĕрремĕш класа пысăк савăнăçпа кайнă хĕр ача, анчах «килти» ачана уявсене е ытти çĕре хутшăнтарманран кăмăлĕ хуçăлнă. Иккĕмĕш класра вĕсене С.Арефьева учительница вĕрентме тытăннă. Светлана Аликовна тÿрех Викăн сасси уçă та янăравлине туйнă, ăна уявсене хутшăнтарма тăрăшнă.
– Эх, мĕнле савăннăччĕ-ха эпĕ мана ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче Золушка юррине юрлама сĕнсен, – ăшшăн аса илчĕ хĕр пĕрчи.
Шкулта юрлас ăсталăхне асăрханă хыççăн ялти культработник та пĕчĕкскере сцена çине кăларма пуçланă. Районти «Звездная фиеста» эстрада юррисен фестивалĕнче вăл «Мы вместе» юрăпа малти вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн концертсене тăтăшах хутшăннă, юрă тĕнчи ăна яланлăха тыткăнланă.
Сцена çинче шыври пулă пекех
Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Вика çамрăк юрăçсен республикăри конкурсĕсене хутшăннă. Чăваш, вырăс халăх юррисене шăрантарнă. Вăл юрлама пуçласанах тавралăх та пĕрле юрлать тейĕн. Юрланă май хăйне сцена çинче тытма, илĕртÿллĕ кĕвĕсемпе килĕшÿллĕ хусканусем тума пĕлни те лайăх курăнать. Пĕр сăмахпа, сцена çинче хăйне шыври пулă пекех туять вăл. Акă, 2016 çулта Хусанта «Казанские узоры» ача-пăча пултарулăх фестивалĕнче В.Романова «Вокал» номинацире II степень лауреат ятне тивĕçнĕ. Унтан Чулхулари тĕнчери ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн «Жемчужины Поволжья» фестиваль конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Чулхулари преподавательсем çамрăк пикене Турă хăйне евĕрлĕ сас парнеленине пĕлтернĕ май, пултарулăхне паллă педагогсем патĕнче ÿстерме сĕннĕ. «Эпĕ Уляндинăна вĕрентнĕ. Сире ун патне кайма сĕнетĕп», – тенĕ жюри членĕсенчен пĕри чăваш хĕр пĕрчин сассине уйрăммăн палăртса. Кунтах Çĕнĕ Эйпеç ялĕн шăпчăкне «ARTIS-2017» конкурса хутшăнма номинант сертификатне панă. Вăл Санкт-Петербург хулинче иртнĕ.
– Анне, паллах, çулĕ инçе, анчах манăн каяс килет, ыттисем мĕнле юрланине курас килет, – тенĕ Вика амăшне.
– Паллах, каятпăр. Санăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртетпĕрех, – теме çеç пултарнă Наталия Юрьевна.
Хĕрĕн юрлас туртăмĕ пысăккине курса тăракан амăшĕ унăн талантне малалла аталантарма майсем тупатех.
Çул çÿрев тăкакĕсем пĕчĕк мар пулин те Вика амăшĕпе Нева çинчи хулана çитнĕ. Ача-пăчапа çамрăксен тĕнче шайĕнчи фестиваль-конкурсĕнче жюри членĕсен йышĕнче – çĕршыври паллă юрăçсем, «Фабрика звезд» тата «Голос» конкурссен çĕнтерÿçисем. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Татьяна Буланова тата ыттисем чăваш хĕрне Гала-концерта хутшăнма тивĕçлĕ пулнине пĕлтерсен, Вика куççульне те пытарайман. Юрлас ăсталăхĕпе 1000 ытла ачаран рейтингра 65-мĕш пулни епле пысăк çитĕнÿ! Дипломпа тата статуэткăпа таврăнни кăна мар, паллă юрăçсем мастер-класс ирттерни, юрă тĕнчине кăмăллакан ачасене тĕрлĕ музейсемпе паллаштарни мĕне тăрать тата!
Çавăн пекех Сочи хулинче иртнĕ тĕнче шайĕнчи çамрăк юрăçсен конкурсĕнчен те вăл пушă алăпа килмен.
Çунатлă ĕмĕтсем
Викăн репертуарĕ пуян. Чăваш, вырăс халăх юррисене кăна мар, малалла тутар халăх юррисене вĕренесшĕн вăл. Шкулта икĕ ют чĕлхе вĕрентнĕрен акăлчанла, нимĕçле юрлас ĕмĕчĕ те пысăк.
– Юрласси манăн чун туртни, çапах та пĕр-пĕр професси алла илетĕпех. Малтанах манăн фотограф пулас килетчĕ. Пиллĕкмĕш класран биологи предмечĕ килĕшме пуçларĕ те врач пулас тетĕп, кинори Рихтер пек ăста тухтăр пулас килет, – чунрине пытармасть вăл.
Виктория вĕренÿ отличници. Хăйĕн пÿлĕмĕнче вĕренÿре кирлĕ мĕн пур хатĕр пур, кĕнекесем нумай, компьютер та сĕтел çинче. Кунтах çамрăк юрăçăн кубоксемпе статуэткăсем, диплом хучĕсем, грамотăсем, парнесем. Çулран-çул хушăнсах пыраççĕ вĕсем. Унтан хĕр ача гардеробĕпе паллаштарчĕ. Сцена çине тухмалли кĕпесем пĕринчен тепри ятуллă. Чăваш кĕпине кукамăшĕпе амăшĕ çĕлесе панă, çывăх тăванĕсем парнеленисем, лавккара туяннисем шкап тулли. Çăмăл мар çамрăк артиста паян сцена çине тухма, укçа-тенкĕ питĕ нумай кирлĕ. Çакна лайăх ăнланать шкул ачи. Тĕпренчĕкĕн чунĕнче юрă-кĕвĕ шăраннăран килтисем унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ăнтăлаççĕ те.
Паянхи ача-пăча килте ытларах компьютер е телефон «ăшне» кĕрсе ÿкет те ашшĕ-амăшĕ çумра çуккипе усă курса ытларах вăйăсем выляма пăхать. Вика та ытти ачасенчен уйрăлса тăмасть, анчах çакна сиссенех кукамăшĕ:
– Вика, куç ывăнчĕ, вулаймастăп, сан вăхăту пур-и, вуласа пар-ха район хаçатĕнчи статьясене, – тет.
Хĕр пĕрчи вара юратнă та çывăх çыннине кашни статьяна вуласа парать. Кукамăшĕ йăл кулса ларать, мăнукĕн вулас ăсталăхне сăнать. Унтан Вика киле панă ĕçсене пурнăçлать. Ĕçрен таврăннă Наталия Юрьевна паян амăшĕпе хĕрĕ куна мĕнле ирттернипе интересленет. Унтан туслă çемье каçхи апата ларать, ыранхи тĕллевсене палăртать…
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Романова.