Шупашкарта 2002-2003 çулсенчи шкул ачисем хушшинче кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта республикăри тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Калас пулать, кунта та Елчĕк кĕрешÿçисем маххă паман. Акă, Кармалта çуралса ÿснĕ Анастасия Лапшина хăйĕн виçинче мала тухнă. Кунтах ăна савăнăçлă лару-тăрура Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн ятне панă.
Çавăн пекех Марина Зайцева /Аслă Шăхаль/, Данил Веников /Энтепе/, Станислав Мисяков, Виктория Чернова /Аслă Елчĕк, 9 класс/, Артемий Антонов /Элек-çей Тимеш/ призлă вырăнсене йышăннă.